Ӳлӗмхи 21
21
1Эпӗ вара ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр куртӑм: ӗлӗкхи тӳпепе ӗлӗкхи ҫӗр иртсе кайнӑ, ӗнтӗ тинӗс те ҫук. 2Эпӗ, Иоанн, тӳперен Турӑ патӗнчен анакан ҫӗнӗ хулана, сӑваплӑ Иерусалима, куртӑм. Вӑл — упӑшкишӗн илемлӗ тумланнӑ, капӑрланнӑ ҫураҫнӑ хӗр пек. 3Унтан эпӗ тӳперен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ; вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсемпе пӗрле пулӗ, вӗсен Турри пулӗ. 4Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ, терӗ. 5Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп, терӗ. Унтан мана каларӗ: ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс, терӗ. 6Мана тата каларӗ: пулса ҫитрӗ! Эпӗ — Альфа тата Омега, Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ. Ӗҫесси килнине чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп. 7Ҫӗнтерекен пурне те илӗ, Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ. 8Хӑракансемпе шанчӑксӑррисен, ирсӗррисемпе ҫынвӗлеренсен, аскӑнчӑксемпе асамҫӑсен, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пур суеҫӗсен шӑпи вутпа кӳкӗрт ҫунакан кӳлӗ пулӗ: ку — иккӗмӗш вилӗм, терӗ.
9Ман патӑма ҫичӗ ангелтан, юлашки ҫичӗ асапа тултарнӑ ҫичӗ курка тытса тӑраканскерсенчен, пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: кил-ха, эпӗ сана Путек ҫураҫнӑ хӗре, Ун арӑмне, кӑтартӑп, терӗ. 10Вара мана, Сывлӑш ҫавӑрса илнӗскере, ҫӳллӗ те пысӑк ту ҫине ҫӗклерӗ те тӳперен Турӑ патӗнчен анакан аслӑ хулана, сӑваплӑ Иерусалима, кӑтартрӗ. 11Ҫав хула Турӑ мухтавлӑхӗпе ҫиҫсе тӑратчӗ, унӑн ҫути хаклӑ йышши, витӗр курӑнакан яспис теекен чул ҫути евӗрлӗччӗ. 12Вӑл пысӑк, ҫӳллӗ хӳмеллӗ, вуникӗ хапхаллӑ, вӗсен умӗнче вуникӗ ангел тӑрать; хапхисем ҫине Израиль ывӑлӗсен вуникӗ йӑхӗн ячӗсене ҫырнӑ: 13тухӑҫ енче — виҫӗ хапха, ҫурҫӗр енче — виҫӗ хапха, кӑнтӑр енче — виҫӗ хапха, анӑҫ енче те виҫӗ хапха. 14Хула хӳмийӗн — вуникӗ никӗс, вӗсем ҫине Путекӗн вуникӗ апостолӗн ячӗсене ҫырнӑ. 15Манпа калаҫаканӗн хулана виҫме, унӑн хапхисене, унӑн хӳмисене виҫме ылтӑн туя пурччӗ. 16Хулине тӑватӑ кӗтеслӗ лартнӑ; унӑн тӑршшӗпе сарлакӑшӗ пӗрех. Хулана туйипе виҫсе тухрӗ те, вуникӗ пин стади пулчӗ; хулийӗн тӑршшӗ те, сарлакӑшӗ те, ҫӳллӗшӗ те пӗрех. 17Хӳмине этем виҫипе виҫсе тухса ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ чике кӑларчӗ, ангел виҫи те этем виҫи пекехчӗ. 18Хӳмине ясписран тунӑ, хулине таса ылтӑнран тунӑ, вӑл тап-таса кӗленче евӗрлӗ. 19Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗ: пӗрремӗш никӗсне — яспис, иккӗмӗшне — сапфир, виҫҫӗмӗшне — халкидон, тӑваттӑмӗшне — смарагд, 20пиллӗкӗмӗшне — сардоникс, улттӑмӗшне — сердолик, ҫиччӗмӗшне — хризолит, саккӑрмӗшне — берилл, тӑххӑрмӗшне — топаз, вуннӑмӗшне — хризопраз, вунпӗрмӗшне — гиацинт, вуниккӗмӗшне аметист теекен чулсем илемлетеҫҫӗ. 21Вуникӗ хапхи — вуникӗ ӗнчӗ: кашни хапхине пӗр пӗтӗм ӗнчӗрен тунӑ. Хулари тӗп урам таса ылтӑн, витӗр курӑнакан кӗленче пек. 22Эпӗ хулара Турра кӗлтумалли вырӑн, чиркӳ, курмарӑм: унӑн чиркӗвӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ тата Путек. 23Хулана ҫутатма хӗвел ҫути те, уйӑх ҫути те кирлӗ мар: ӑна Турӑ мухтавлӑхӗ ҫутатнӑ, унӑн ҫути — Путек. 24Ҫӑлӑннӑ халӑхсем ун ҫутинче ҫӳрӗҫ, ҫӗр ҫинчи патшасем хӑйсен мухтавӗпе чапне унта илсе пырӗҫ. 25Кӑнтӑрла унӑн хапхисене питӗрмӗҫ, унта каҫ пулмӗ. 26Унта халӑхсенӗн мухтавӗпе чапне илсе пырӗҫ. 27Ҫав хулана тасамарри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суяна парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ, унта Путекӗн чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунисем анчах кӗрӗҫ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 21: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.