Bible App logo
Search Icon

Ӳлӗмхи 22

22
1Унтан мана ангел чӗрӗлӗх шывӗ юхса выртакан юханшыва кӑтартрӗ, вӑл кристалл пек йӑлтӑртататчӗ. Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать, 2тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн. 3Ӗнтӗ ылханли нимӗн те пулмӗ; унта Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна ӗҫлесе тӑрӗҫ. 4Унӑн сӑнне курӗҫ, Унӑн ячӗ вӗсен ҫамки ҫинче пулӗ. 5Унта каҫ пулмӗ, ӗнтӗ вӗсене ҫутаткӑҫ та, хӗвел ҫути те кирлӗ пулмӗ: вӗсене Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫутатса тӑрать; вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗҫ.
6Ангел мана каларӗ: ку сӑмахсем чӑн, тӗрӗс. Сӑваплӑ пророксен Турри кӗҫех мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн Хӑй ангелне ячӗ, терӗ. 7«Акӑ кӗҫех пыратӑп! ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене уяса тӑракан телейлӗ!»
8Эпӗ, Иоанн, ҫакна куртӑм та, илтрӗм те. Илтсе, курса пӗтерсессӗн, хама ҫакна кӑтартакан ангела пуҫҫапмашкӑн ун ури умне ӳкрӗм. 9Анчах вӑл мана каларӗ: асту, кун пек ан ту, эпӗ — сана, санӑн пророк тӑванусене тата ҫак кӗнекери сӑмахсене уяса тӑракансене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ. Эсӗ Турра пуҫҫап, терӗ. 10Мана тата каларӗ: ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене питӗрсе ан усра: вӑхӑт ҫывӑх. 11Усал ҫын усал ӗҫне тата тутӑр; ирсӗрри тата ытларах ирсӗрлентӗр; тӳрӗ ҫын тата ытларах тӳрӗ ӗҫ тутӑр, таси тата ытларах тасалтӑр, терӗ. 12«Акӑ кӗҫех пыратӑп, тавӑрса парасси Манӑн Хампа пӗрле, пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парӑп. 13Эпӗ — Альфа тата Омега, Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ, Малтанхи тата Кайранхи». 14Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансем телейлӗ: вӗсем чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне тутанӗҫ, хулана хапха витӗр кӗрӗҫ. 15Хула тулашӗнчисем вӗсем — йытӑсем, тухатмӑшсем, аскӑнчӑксем, ҫынвӗлеренсем, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха кӑмӑлласа, ӑна туса тӑракансем.
16Эпӗ, Иисус, ӗненекен ушкӑнсене ҫакна каласа кӑтартмашкӑн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ — Давид Тӑхӑмӗ, унӑн тымарӗнчен тухнӑ Хунав. Эпӗ — ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр.
17Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил! теҫҫӗ. Илтекен те: кил! тетӗр. Ӑшӗ хыпни килтӗр, илес теекен чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.
18Ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене илтекене кирек кама та эпӗ ҫапла калатӑп: кам вӗсен ҫумне мӗн те пулин хушать, ун ҫине Турӑ ҫак кӗнекере ҫырнӑ асапсене ярӗ. 19Ӳлӗмхине пӗлтерекен ҫак кӗнекери сӑмахсенчен кам хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ҫавна чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне те ямӗ, сӑваплӑ хулана та кӗртмӗ, вӑл ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине те нимӗн те илеймӗ.
20Ҫакӑн ҫинчен Пӗлтерекенӗ калать: акӑ кӗҫех пыратӑп! тет. Аминь, эй Иисус Ҫӳлхуҫамӑр, кил!
21Пуринпе те Иисус Ҫӳлхуҫа тивлечӗ пултӑр! Аминь.

Currently Selected:

Ӳлӗмхи 22: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in