1
Ӳлӗмхи 21:4
БИБЛИ
CHB
Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ, терӗ.
Compare
Explore Ӳлӗмхи 21:4
2
Ӳлӗмхи 21:5
Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп, терӗ. Унтан мана каларӗ: ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс, терӗ.
Explore Ӳлӗмхи 21:5
3
Ӳлӗмхи 21:3
Унтан эпӗ тӳперен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ; вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсемпе пӗрле пулӗ, вӗсен Турри пулӗ.
Explore Ӳлӗмхи 21:3
4
Ӳлӗмхи 21:6
Мана тата каларӗ: пулса ҫитрӗ! Эпӗ — Альфа тата Омега, Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ. Ӗҫесси килнине чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп.
Explore Ӳлӗмхи 21:6
5
Ӳлӗмхи 21:7
Ҫӗнтерекен пурне те илӗ, Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ.
Explore Ӳлӗмхи 21:7
6
Ӳлӗмхи 21:8
Хӑракансемпе шанчӑксӑррисен, ирсӗррисемпе ҫынвӗлеренсен, аскӑнчӑксемпе асамҫӑсен, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пур суеҫӗсен шӑпи вутпа кӳкӗрт ҫунакан кӳлӗ пулӗ: ку — иккӗмӗш вилӗм, терӗ.
Explore Ӳлӗмхи 21:8
7
Ӳлӗмхи 21:1
Эпӗ вара ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр куртӑм: ӗлӗкхи тӳпепе ӗлӗкхи ҫӗр иртсе кайнӑ, ӗнтӗ тинӗс те ҫук.
Explore Ӳлӗмхи 21:1
8
Ӳлӗмхи 21:2
Эпӗ, Иоанн, тӳперен Турӑ патӗнчен анакан ҫӗнӗ хулана, сӑваплӑ Иерусалима, куртӑм. Вӑл — упӑшкишӗн илемлӗ тумланнӑ, капӑрланнӑ ҫураҫнӑ хӗр пек.
Explore Ӳлӗмхи 21:2
9
Ӳлӗмхи 21:23-24
Хулана ҫутатма хӗвел ҫути те, уйӑх ҫути те кирлӗ мар: ӑна Турӑ мухтавлӑхӗ ҫутатнӑ, унӑн ҫути — Путек. Ҫӑлӑннӑ халӑхсем ун ҫутинче ҫӳрӗҫ, ҫӗр ҫинчи патшасем хӑйсен мухтавӗпе чапне унта илсе пырӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 21:23-24