Ӳлӗмхи 20
20
1Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм, унӑн аллинче тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫипе пысӑк сӑнчӑр пурччӗ. 2Вӑл аҫтахана, авалхи ҫӗлене, — вӑлах шуйттан, сатана пулать — тытрӗ те пин ҫула сӑнчӑрларӗ; 3ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ те питӗрсе илчӗ, ҫиелтен пичет хучӗ — пин ҫул иртиччен халӑхсене ан улталатӑр тесе ҫапла турӗ вӑл; ҫав вӑхӑт иртсе кайсассӑн лешӗ пӗр вӑхӑта ирӗке тухӗ.
4Унтан эпӗ аслӑ пукансемпе вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм, вӗсене сут тума ирӗк панӑччӗ. Эпӗ тата ыттисене Иисус ҫинчен каласа панӑшӑн, Турӑ сӑмахӗшӗн пуҫне касса вӗлернӗ ҫынсен чунӗсене куртӑм — ҫаксем тискер кайӑка та, унӑн сӑнне те пуҫҫапман, хӑйсен ҫамки ҫине, алли ҫине унӑн паллине те ларттарман. Вӗсем чӗрӗлсе тӑрса Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ. 5Ытти вилнӗ ҫынсем пин ҫул иртмесӗр чӗрӗлмерӗҫ. Ку малтанхи хут чӗрӗлсе тӑни. 6Малтан чӗрӗлсе тӑнисем телейлӗ те сӑваплӑ: иккӗмӗш вилӗм вӗсене ҫӗнтереймӗ, вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.
7Пин ҫул иртсессӗн, шуйттана хӑйӗн тӗрминчен ирӗке кӑларӗҫ; вӑл вара ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче пурӑнакан халӑхсене — Гога тата Магога — улталаса илӗртме, вӗсене вӑрҫа пуҫтармашкӑн тухӗ; вӗсен йышӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ. 8Вӗсем ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗре сарӑлчӗҫ, сӑваплисен тапӑрне, Турӑ юратакан хулана ҫавӑрса илчӗҫ. 9Тӳперен Турӑран вут-ҫулӑм анчӗ те вӗсене ҫунтарса ячӗ. 10Вӗсене улталакан шуйттана вут-ҫулӑмпа ҫунакан кӳкӗртлӗ кӳлле тискер кайӑкпа суя пророк патне пӑрахрӗҫ; вӗсем унта кунӗн-ҫӗрӗн ӗмӗр-ӗмӗрех асапланӗҫ.
11Тата эпӗ питех те пысӑк шурӑ пуканпа — патша пуканӗпе — ун ҫинче Ларакана куртӑм. Ун умӗнчен тӳпе те, ҫӗр те тарчӗ, вӗсемшӗн вырӑн тупӑнмарӗ. 12Унтан эпӗ вилнӗ ҫынсем куртӑм; вӗсем асли-кӗҫӗннипех Турӑ умӗнче тӑраҫҫӗ. Акӑ кӗнекесене уҫса хучӗҫ. Тата тепӗр кӗнеке уҫса хучӗҫ, ку чӗрӗлӗх кӗнекиччӗ. Вилнисене хӑйсен ӗҫӗсене кура, кӗнекере ҫырни тӑрӑх сут турӗҫ. 13Ҫавӑн чухне вара тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗ; вилӗмпе тамӑк та хӑйсен ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗҫ; ӗнтӗ кашнине хӑйӗн ӗҫӗсем тӑрӑх сут турӗҫ. 14Вилӗмпе тамӑкне вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ку — иккӗмӗш вилӗм. 15Чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырӑнманнисене те вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 20: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.