Марк ҫырнӑ Евангели 4
4
1Вӑл каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ; Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ та, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ; кимми шыв ҫийӗнче пулнӑ, пӗтӗм халӑх вара тинӗс хӗрринче типӗ ҫӗрте тӑнӑ. 2Вӑл вӗсене ытарӑшсем каласа нумай вӗрентнӗ; вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: 3итлӗр-ха, акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4акнӑ чухне ҫапла пулнӑ: хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна сӑхса пӗтернӗ; 5хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпри ӑшӑх пулнӑран часах шӑтса тухнӑ; 6анчах та хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ. 7Хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ — ҫумӗ ӳссе кайнӑ та ӑна хупласа илнӗ, вара унӑн ҫимӗҫӗ пулман. 8Хӑшӗсем вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ, ӳссе ҫитӗннӗ те ҫимӗҫлӗ пулнӑ: пӗр пӗрчӗрен вӑтӑр пӗрчӗ, утмӑл пӗрчӗ, ҫӗр пӗрчӗ таран пултарнӑ, тенӗ. 9Унтан вӗсене каланӑ: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 10Халӑх салансассӑн вуниккӗшӗ тата вӗсемпе пӗрле пулнисем Унран ытарӑшсем ҫинчен ыйтнӑ. 11Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пӳрнӗ, ыттисене вара ҫакна пурне те ытарлӑн каламалла: 12вӗсем Турӑ енне ҫаврӑнасшӑн мар, ҫылӑхӗсене каҫарттарасшӑн мар: вӗсем куҫпа пӑхсассӑн та курмаҫҫӗ; хӑлхапа илтсессӗн те ӑнланмаҫҫӗ. 13Унтан вӗсене каланӑ: ҫак ытарӑша ӑнланаймастӑр-им? Ытти ытарӑшсене епле ӑнланайӑр? 14Акаҫӑ сӑмах акать. 15Ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха кама каланӑ, ҫав ҫынсене пӗлтерет, анчах сӑмаха илтсенех, вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чӗрине акнӑ сӑмаха вӑрласа каять. 16Чуллӑ ҫӗре ӳкни те ҫавӑн пекех: сӑмаха илтсессӗн ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакан ҫынсене пӗлтерет; 17анчах та тымарӗ ҫуккипе нумайччен тытӑнса тӑраймаҫҫӗ; ҫав сӑмахшӑн асап килсен е хӗсӗрлесен вӗсем часах улталанаҫҫӗ. 18Ҫумлӑ ҫӗре ӳкни те сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, 19анчах та ку тӗнчери пурӑнӑҫ шухӑшӗ, пуянлӑх илӗртни тата ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсем вӗсен ӑшне кӗрсе сӑмаха хупласа илеҫҫӗ те, сӑмах вара ҫимӗҫсӗр пулать. 20Ырӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна хапӑл тӑвакан ҫынсене пӗлтерет, вӗсем пӗри вӑтӑр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри ҫӗр хут ытла усӑ кӳреҫҫӗ, тенӗ.
21Тата каланӑ вӗсене: ҫутаткӑҫа савӑт айне е вырӑн айне лартасшӑн илсе пыраҫҫӗ-и? ӑна шантал ҫине лартма илсе пымаҫҫӗ-и вара? 22Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та курӑнмасӑр юлмасть, пытарӑнса тӑраканни ҫиеле тухмасӑр юлмасть. 23Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 24Тата вӗсене ҫапла каланӑ: мӗн илтнине астӑвӑр: мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ; сире, илтекенсене, ытларах та хушса парӗҫ. 25Камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унӑнне мӗнпур пеккине те туртса илӗҫ, тенӗ.
26Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ: ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать те 27ҫӗрле ҫывӑрать, кӑнтӑрла тӑрать; вӑрлӑх епле шӑтса епле ӳснине пӗлмест те вӑл: 28ҫӗр хӑй тӗллӗнех малтан ешӗл калча, унтан пучах ӳстерет, унтан пучах ӑшне тӗшӗ тултарать. 29Пӗрчи пулса ҫитсессӗн, вырас вӑхӑтра вӑл часрах выракансене ярать, тенӗ.
30Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарар-ши? ӑна мӗнле ытарӑшпа сӑнласа парар-ши? 31Ӑна акӑ мӗнпе танлаштарма пулать. Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен пуринчен те пӗчӗкрех; 32аксассӑн шӑтса тухать те мӗнпур ӳсентӑранран та пысӑкрах пулать, пысӑк туратсем ярать, унӑн сулхӑнӗнче вара вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ, тенӗ. 33Турӑ сӑмахне Вӑл ҫынсене вӗсем итлеме пултарнӑ таран ҫавӑн евӗрлӗ ытарӑшсем нумай каласа вӗрентнӗ. 34Ытарӑшсӑр каламан вӗсене, вӗренекенӗсене вара пӗтӗмпех ыттисенчен уйрӑм каласа ӑнлантарнӑ.
35Ҫав кун каҫхине вӗсене каланӑ: тепӗр енне каҫар-ха, тенӗ. 36Вӗсем вара, халӑхран уйрӑлса, Иисуса Хӑй ларнӑ кимӗпех илсе кайнӑ; Унпа пӗрле урӑх кимӗсем те пулнӑ. 37Ҫавӑн чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ; хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ. 38Иисус кимӗ хӳри патӗнче пуҫелӗк хурса ҫывӑрнӑ. Ӑна вӑратаҫҫӗ те: Вӗрентекен! пӗтетпӗр-ҫке, Саншӑн вӑл нимӗн те мар-им? теҫҫӗ. 39Вара Вӑл тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: чарӑн, ан шавла, тенӗ. Ӗнтӗ ҫил чарӑннӑ та, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ. 40Унтан вӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? епле сирӗн ӗненӳ ҫук? тенӗ. 41Сехӗрленсе ӳксе вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать, тенӗ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.