YouVersion Logo
Search Icon

Марк ҫырнӑ Евангели 5

5
1Вӗсем тинӗс тепӗр енне Гадара ҫӗрне пынӑ. 2Иисус кимӗ ҫинчен ансассӑнах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ ҫын тӗл пулнӑ; 3вӑл тупӑклӑхрах пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа та чарайман; 4ӑна темиҫе хут та тимӗрлесе-сӑнчӑрласа пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ — ӑна никам та лӑплантарма пултарайман; 5вӑл яланах ҫӗрле те, кӑнтӑрла та тусем хушшинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхсенче кӑшкӑрашса, чулсем ҫумне ҫапӑнса ҫӳренӗ. 6Иисуса вӑл аякранах курнӑ та, чупса пырса, Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, 7унтан хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Иисус, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? Турра асӑнса тархаслатӑп Сана: ан асаплантар мана! тенӗ. 8Мӗншӗн тесессӗн Иисус ӑна: усал сывлӑш, ҫак ҫын ӑшӗнчен тух! тенӗ. 9Вара унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ легион ятлӑ, мӗншӗн тесессӗн эпир нумаййӑн, тенӗ. 10Вӑл Иисуса хӑйсене ҫав ҫӗршывран хӑваласа ан ятӑр тесе тархасланӑ. 11Ҫавӑнта ту патӗнче пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 12Усалсем пурте Иисуса: пире ҫав сыснасен ӑшне кӗртсемччӗ, тесе тархасланӑ. 13Иисус вӗсене ҫийӗнчех ирӗк панӑ. Усал сывлӑшсем вара, ҫын ӑшӗнчен тухса, сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртенех тинӗсе сикнӗ, вӗсем икӗ пине яхӑн пулнӑ; пурте тинӗсе путса пӗтнӗ. 14Сысна кӗтӳҫисем чупса кайнӑ та хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ. 15Иисус патне пыраҫҫӗ, вӗсем легионӗпех усал ернӗ ҫын ӗнтӗ тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине кураҫҫӗ те сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ. 16Куракансем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. 17Вӗсем вара Иисуса хӑйсен ҫӗрӗнчен кайма йӑлӑна пуҫланӑ. 18Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын Унпа пӗрле каясшӑн Ӑна тархасланӑ. 19Иисус ӑна ирӗк паман, Вӑл ҫапла каланӑ: эсӗ килне тӑванусем патне кай та Ҫӳлхуҫа хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине каласа кӑтарт вӗсене, тенӗ. 20Вӑл вара Вунхула ҫӗрне кайнӑ та хӑйӗншӗн Иисус мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳре пуҫланӑ; пурте питӗ тӗлӗннӗ.
21Иисус кимӗпе каллех тинӗс тепӗр енне каҫсассӑн, Ун тавра темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӑл тинӗс хӗрринче тӑнӑ. 22Акӑ синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пырать, Ӑна курсассӑн, Ун ури умне ӳксе 23тархаслать: манӑн хӗрӗм вилес пек выртать; ӑна сыватмашкӑн, чӗрӗ хӑвармашкӑн пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ! тет. 24Иисус вара унпа пӗрле кайнӑ. || Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Ӑна хӗстернӗ те.
25Пӗр хӗрарӑм — юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, 26тӗрлӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе нумай хӗн курнӑскер, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӗтерсе те пӗр усӑ та курманскер, ӗнтӗ тата ытларах япӑхланса кайнӑскер — 27Иисус ҫинчен илтсе, халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Ун тумтирне сӗртӗннӗ, 28вӑл ӗнтӗ: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен те сывалӑттӑм» тесе шухӑшланӑ. 29Ҫавӑнтах унӑн юн кайма чарӑннӑ та, вӑл чиртен сывалнине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ. 30Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине туйса, халӑх енне ҫаврӑнса ҫапла ыйтнӑ: Манӑн тумтире кам сӗртӗнчӗ? тенӗ. 31Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: халӑх Хӑвна хӗстернине куратӑн-ҫке, ҫавах: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» тесе ыйтатӑн, тенӗ. 32Хӑйне сӗртӗнекене курас тесе, Иисус йӗри-тавралла пӑхнӑ. 33Арӑм, хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, хӑраса та чӗтресе Ун умне пынӑ та, ӳксе пуҫҫапса, Ӑна пурне те тӗрӗссине каласа панӑ. 34Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул, тенӗ.
35Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата? тенӗ. 36Иисус ҫав сӑмахсене илтсенех синагога пуҫлӑхне: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, тенӗ. 37Вӑл Петрпа Иаковсӑр тата Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫӗнчен никама та пыма хушман. 38Вӑл синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитет те унта аптӑраса тӑракансене, йӗрекенсене, кӑшкӑрса хӳхлекенсене курать. 39Пӳрте кӗрсен вӗсене: мӗншӗн кулянатӑр, мӗншӗн йӗретӗр? хӗрача вилмен, ҫывӑрать, тет. 40Унран кулнӑ. Вӑл вара пурне те кӑларса ярать те, хӗрача ашшӗпе амӑшне тата Хӑйпе пӗрле пынисене илсе, хӗрача выртакан пӳлӗме кӗрет. 41Хӗрачана аллинчен тытса: талифа? куми?! тет. Куҫарсассӑн ку: «хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр» тени пулать. 42Хӗрача ҫийӗнчех тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ: вӑл пӗр вуникӗ ҫулта пулнӑ. Ҫакна куракансем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 43Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: ҫакӑн ҫинчен никам та ан пӗлтӗр, тенӗ; унтан хӗре апат ҫитерме хушнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in