YouVersion Logo
Search Icon

Марк ҫырнӑ Евангели 3

3
1Иисус каллех синагогӑна пынӑ; унта алли хӑрнӑ ҫын пулнӑ. 2Иисуса айӑпласшӑн, Вӑл ҫак ҫынна шӑматкун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна сӑнаса тӑнӑ. 3Вӑл хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: варрине тухса тӑр, тет. 4Лешӗсене вара ҫапла калать: шӑматкун ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле-и? тет. Лешӗсем чӗнмен. 5Иисус, вӗсем хытӑ чӗреллӗрен кӑмӑлсӑрланса, вӗсем ҫине тарӑхса пӑхса илет те ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тет. Лешӗ тӑснӑ та — алли тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ.
6Ҫавӑнтан тухсанах фарисейсемпе Ирод ҫыннисем Иисуса вӗлерме кавар тунӑ. 7Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле тинӗс хӗррине кайнӑ; Ун хыҫӗнчен Галилейӑран, Иудейӑран, 8Иерусалимран, Идумейӑран, Иордан леш енчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Тирпа Сидон таврашӗнчисем те, Вӑл мӗн туни ҫинчен илтсессӗн, Ун патне питех те йышлӑн пынӑ. 9-10Вӑл нумайӑшне сыватнӑ, ҫавӑнпа та чирлисем Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе Ун патне талпӑннӑ. Халӑх ҫав тери нумай пулнӑ, ҫавӑнпа та Хӑйне хӗсесрен вӗренекенӗсене Иисус Хӑй валли кимӗ хатӗрлесе хума хушнӑ. 11Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ! тесе кӑшкӑрнӑ. 12Хӑй ҫинчен ан пӗлтерччӗр тесе, Вӑл вӗсене хытарсах ҫапла калама чарнӑ.
13Унтан ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенисене Хӑй патне чӗннӗ; чӗннисем Ун патне пынӑ. 14-15Вӗсенчен вуниккӗшне Вӑл Хӑйпе пӗрле ҫӳремешкӗн, вӗрентсе ҫӳреме ямашкӑн тата чиртен сыватмашкӑн, усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа илнӗ. 16Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симона, ӑна Петр тесе ят панӑ; 17Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗне Иоана, вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тени пулать; 18Андрее, Филипа, Варфоломее, Матфее, Фомана, Алфей Иаковне, Фаддее, Симон Кананита 19тата Иуда Искариота, ҫакӑ вара Иисуса тытса панӑ.
20Вӗсем пӗр ҫурта кӗреҫҫӗ; каллех халӑх пухӑнать, вӗсен ӗнтӗ апат ҫиме те май пулман. 21Иисус ҫавӑнта килнине пӗлсессӗн Унӑн ҫывӑх ҫыннисем Ӑна илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Ун ҫинчен Вӑл ӑсран кайнӑ тесе калаҫнӑ. 22Иерусалимран килнӗ кӗнекеҫӗсем каланӑ: Унӑн ӑшӗнче веельзевул, усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ. 23Иисус вӗсене чӗнсе илсе ытарлӑн каланӑ: шуйттан шуйттана епле хӑваласа кӑлартӑр? 24Патшалӑх хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑраймасть; 25кил-ҫурт та хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑраймасть; 26шуйттан та хӑйне хӑй хирӗҫ тӑчӗ пулсан, пайланса кайрӗ пулсан — тытӑнса тӑраймӗ, ӗнтӗ унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ. 27Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтан вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр никам та унӑн япалисене ҫаратса тухаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн кил-ҫуртне ҫаратса тухӗ. 28Чӑн калатӑп сире: этем ывӑлӗсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗсем те каҫарӑнӗҫ, кирек мӗнле хурласан та, пур тӗрлӗ хурлани те каҫарӑнӗ; 29анчах кам та кам Таса Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ, вӑл ӗмӗрех айӑплӑ пулӗ, тенӗ. 30Ҫакна Вӑл Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш тенӗрен каланӑ.
31Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ та, хӑйсем ҫурт тулашӗнче юлса, Ӑна чӗнсе кӑларма ыйтнӑ. 32Ун тавра халӑх ларнӑ. Ӑна каланӑ: акӑ тулта Аннӳпе тӑванусем тӑраҫҫӗ, Сана чӗнеҫҫӗ, тенӗ. 33Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кам Манӑн аннем, кам Манӑн тӑванӑмсем? тенӗ. 34Унтан Хӑй тавра ларакансене куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса ҫапла калать: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем; 35кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тет.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in