1
Марк ҫырнӑ Евангели 4:39-40
БИБЛИ
CHB
Вара Вӑл тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: чарӑн, ан шавла, тенӗ. Ӗнтӗ ҫил чарӑннӑ та, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ. Унтан вӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? епле сирӗн ӗненӳ ҫук? тенӗ.
Compare
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 4:39-40
2
Марк ҫырнӑ Евангели 4:41
Сехӗрленсе ӳксе вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 4:41
3
Марк ҫырнӑ Евангели 4:38
Иисус кимӗ хӳри патӗнче пуҫелӗк хурса ҫывӑрнӑ. Ӑна вӑратаҫҫӗ те: Вӗрентекен! пӗтетпӗр-ҫке, Саншӑн вӑл нимӗн те мар-им? теҫҫӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 4:38
4
Марк ҫырнӑ Евангели 4:24
Тата вӗсене ҫапла каланӑ: мӗн илтнине астӑвӑр: мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ; сире, илтекенсене, ытларах та хушса парӗҫ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 4:24
5
Марк ҫырнӑ Евангели 4:26-27
Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ: ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать те ҫӗрле ҫывӑрать, кӑнтӑрла тӑрать; вӑрлӑх епле шӑтса епле ӳснине пӗлмест те вӑл
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 4:26-27
6
Марк ҫырнӑ Евангели 4:23
Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 4:23