Матфей ҫырнӑ Евангели 26
26
1Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2эсир икӗ кунран Пасха пуласса пӗлетӗр; ӗнтӗ Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ, тенӗ.
3Ҫавӑн чухне Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑнса 4Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар тунӑ; 5вӗсем: анчах ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар — халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.
6Иисус Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче пулнӑ чухне 7Ун патне пӗр хӗрарӑм алавастӑр савӑтпа хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ та ӑна кӗрекере ларакан Иисус пуҫӗ ҫине юхтарнӑ. 8Ҫакна курсассӑн вӗренекенӗсем ҫилленсе каланӑ: мӗне кирлӗччӗ кунашкал тӑккаланни? 9Ку мирӑна пысӑк хакпа сутса, укҫине кӗлмӗҫсене пама пулатчӗ, тенӗ. 10Иисус ҫакна асӑрхасассӑн каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ: 11кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук; 12ҫак мирӑна Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, вӑл Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ; 13чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсе ҫӳресессӗн те, унта ку хӗрарӑма та асӑнӗҫ, вӑл мӗн тунине каласа кӑтартӗҫ, тенӗ. 14Ҫавӑн чухне вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ та 15каланӑ: Ӑна сире тытса парсассӑн эсир мана мӗн парӑр? тенӗ. Лешӗсем ӑна вӑтӑр кӗмӗл укҫа пама пулнӑ; 16ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ самант шыранӑ.
17Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та: Ху валли ӑҫта Пасха хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ. 18Вӑл каланӑ: хулана пӗр ҫын патне кайӑр та калӑр ӑна: «Вӗрентекен ҫапла калать: Манӑн вӑхӑтӑм ҫывӑхарчӗ, Эпӗ сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе Пасха тӑвас тетӗп» тет, тейӗр. 19Вӗренекенӗсем, Иисус хушнӑ пек туса, Пасха хатӗрлесе хунӑ.
20Каҫ пулсассӑн, Вӑл вуникӗ вӗренекенӗпе пӗрле ҫиме ларнӑ; 21апат ҫинӗ чухне Иисус каланӑ: чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ, тенӗ. 22Вӗренекенӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ те кашниех Унран: эпӗ мар-и, Ҫӳлхуҫамӑр? тесе ыйта пуҫланӑ. 23Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: аллине Манпа пӗрле тирӗке чикекенех Мана сутӗ; 24Этем Ывӑлӗ пырасса Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пекех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ӑна ҫуралнинчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ. 25Ӑна тытса паракан Иуда та ҫавӑн чухне: эпӗ мар-и, Равви?? тенӗ. Иисус ӑна: хӑвах каларӑн, тет.
26Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ. 27Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан: 28ку — Манӑн Юнӑм, Ҫӗнӗ Халал Юнӗ, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм. 29Калатӑп сире: паянтан вара ҫак иҫӗм ҫырли эрехне Аттем Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунччен ӗҫмӗп, тенӗ.
30Вара мухтав юрри юрланӑ хыҫҫӑн вӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. 31Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ; 32чӗрӗлсе тӑрсассӑн вара Эпӗ Галилейӑна сирӗнтен маларах ҫитӗп. 33Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан тӗлӗшрен пурте улталансан та, эпӗ нихӑҫан та улталанмӑп, тенӗ. 34Иисус каланӑ ӑна: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ. 35Петр Ӑна ҫапла калать: Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та, эпӗ Санран тунассӑм ҫук, тет. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.
36Унтан вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус Гефсимани теекен вырӑна ҫитет те калать вӗсене: Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтӑвам-ха, эсир унччен ҫакӑнта ларӑр, тет. 37Вара Петра тата Зеведейӑн икӗ ывӑлне Хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ та унта тӗмсӗлсе, тертленсе хуйхӑра пуҫланӑ. 38Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет. 39Унтан кӑшт аяккарах пӑрӑннӑ та ӳпне ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: эй Аттем! юрать пулсассӑн, ҫак курка Манран иртинччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр, тенӗ. 40Унтан Вӑл вӗренекенӗсем патне пырать те вӗсем ҫывӑрнине курать, вара Петра ҫапла калать: ӗнтӗ эсир Манпа пӗрле пӗр сехет те ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? 41Ан ҫывӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет. 42Унтан тата тепӗр хут пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Аттем! Манӑн ҫак куркана ӗҫмеллех пулсан, унсӑр вӑл Манран иртсе каймасть пулсан, Санӑн ирӗкӳ пултӑр, тенӗ. 43Вӗренекенӗсем патне пырсассӑн Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнине курать: лешӗсене ӗнтӗ ыйхӑ пусса ҫитернӗ. 44Вӑл вӗсене хӑварса каллех аяккалла пӑрӑннӑ та ҫав сӑмахах каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ. 45Унтан вӗренекенӗсем патне пырать те калать вӗсене: эсир халӗ те ҫаплах ҫывӑратӑр, канатӑр; акӑ вӑхӑт ҫитрӗ, Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ; 46тӑрӑр, каяр: акӑ Мана сутаканӗ ҫывӑхрах, тет.
47Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ Иуда — вуниккӗшӗнчен пӗри — тата унпа пӗрле аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем янӑ, хӗҫсемпе шалчасем йӑтнӑ пысӑк ушкӑн пырса ҫитнӗ. 48Ӑна сутаканӗ вӗсене ҫапла каласа паллӑ панӑ: эпӗ кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ, Ҫавна ярса тытӑр, тенӗ. 49Вӑл ӗнтӗ ҫийӗнчех Иисус патне пынӑ та: Равви?, савӑн! тесе Ӑна чуптунӑ. 50Иисус ӑна ҫапла каланӑ: тусӑм, мӗн тума килнине ту! тенӗ. Вара Иисуса ҫавӑрса илнӗ те ярса тытнӑ. 51Акӑ Иисуспа пӗрле пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, ӑна аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ. 52Иисус вара ӑна ҫапла калать: хӗҫне хӑй вырӑннех чик — хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ. 53Е Эпӗ Аттемрен тархасласа ыйтсан, Вӑл тӳрех Ман патӑма вуникӗ легионран та ытла ангел ярса памӗ тесе шутлатӑн-и? 54Апла вара ҫакӑн пек пулмалла тесе ҫырни епле пурӑнӑҫланӗччӗ? тенӗ. 55Ҫавӑн чухне Иисус халӑха каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ; Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лараттӑм, ун чухне тытмарӑр Мана. 56Ҫакӑ пӗтӗмпе пророксем ҫырни вырӑна килтӗр тесе пулса иртрӗ, тенӗ. Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем пурте Ӑна пӑрахса тарнӑ.
57Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайнӑ; унта кӗнекеҫӗсемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ пулнӑ. 58Петр вара аслӑ священник картишӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курасшӑн картишне кӗрсе унта тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ. 59Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем тата пӗтӗм синедрион#26:59 Аслӑ сут. Иисуса вӗлерттерме айӑп тупмашкӑн суя кӳнтеленсем шыранӑ, 60анчах тупайман; суя кӳнтеленсем пырасса нумаййӑн пынӑ, анчах айӑп тупса калайман. Юлашкинчен икӗ суя кӳнтелен пынӑ та 61ҫапла каланӑ: Вӑл: «Эпӗ Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп» тетчӗ, тенӗ. 62Вара аслӑ священник тӑнӑ та каланӑ Ӑна: Хӑвна айӑпланине хирӗҫ мӗншӗн Эсӗ нимӗн те каламастӑн? тенӗ. 63Иисус чӗнмен. Аслӑ священник каланӑ Ӑна: чӗрӗ Турӑ ячӗпе хушатӑп Сана: тупа туса кала пире — Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос-и? тенӗ. 64Иисус ӑна каланӑ: эсӗ хӑвах каларӑн; тата калатӑп сире: малашне эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ. 65Вара аслӑ священник ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: Вӑл Турра хурлать! кӳнтеленсем мӗне кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине акӑ хӑвӑрах илтрӗр! 66Эсир мӗн шутлатӑр? тенӗ. Вӗсем: айӑплӑ, вӗлермелле, тенӗ. 67Ӑна ӗнтӗ питӗнчен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ; тепӗрисем пуҫӗнчен ҫапса: 68эй Христос, кала-ха пире, Сана кам ҫапрӗ? тенӗ.
69Петр вара тулта картишӗнче ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ, тенӗ. 70Петр пурин умӗнче те тунса каланӑ: эсӗ мӗн калани ҫинчен пӗлместӗп, тенӗ. 71Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ курнӑ та унти ҫынсене каланӑ: ку та Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ. 72Петр каллех тупа тусах туннӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ. 73Кӑштахран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса каланӑ: эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ҫакӑ эсӗ мӗнле калаҫнинченех паллӑ, тенӗ. 74Вӑл вара Турра асӑнсах тупа тӑва пуҫланӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ. 75Петр вара хӑйне Иисус: «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн» тесе каланине аса илнӗ. Ӗнтӗ унтан тухса кайнӑ та татӑлса йӗнӗ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 26: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.