Матфей ҫырнӑ Евангели 27
27
1Тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пурте Иисуса вӗлерттерес тесе канаш тунӑ; 2вара Ӑна ҫыхнӑ та Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.
3Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме сут тунине пӗлсессӗн, ӳкӗнсе, вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсене каялла тавӑрса панӑ: 4айӑпсӑр юна сутса ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, тенӗ. Лешӗсем вара ӑна: пире мӗн? хӑвӑнне ху пӗл, тенӗ. 5Вӑл вара кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртне пӑрахнӑ та, тухса кайса, ҫакӑнса вилнӗ. 6Аслӑ священниксем ҫав кӗмӗл укҫасене илсе каланӑ: ку — юн укҫи, ӑна Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хума юрамасть, тенӗ. 7Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем, ют халӑх ҫыннисем вилсен пытармашкӑн тесе, ҫав укҫапа чӳлмекҫӗ хирне туяннӑ; 8ҫавӑнпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ. 9Ӗнтӗ Иеремия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: «хак Хунӑскершӗн вӑтӑр кӗмӗл укҫа илчӗҫ, Ӑна Израиль ывӑлӗсем ҫапла хак хучӗҫ, 10Ҫӳлхуҫа мана каланӑ пек, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ» тенӗ.
11Иисуса пуҫлӑх умне тӑратнӑ. Пуҫлӑх Унран ҫапла ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-им? Иисус ӑна: эсӗ хӑв каларӑн, тенӗ. 12Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем Хӑйне айӑпласа калаҫнӑ чухне Вӑл нимӗн те чӗнмен. 13Вара Пилат Ӑна ҫапла калать: илтместӗн-им, мӗн чухлӗн Сана хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ? тет. 14Иисус унӑн пӗр сӑмахне те хуравламан, ҫавӑнпа пуҫлӑх питӗ тӗлӗннӗ. 15Пасха уявӗнче пуҫлӑхӑн тӗрмере ларакансенчен пӗр ҫынна халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ. 16Ҫавӑн чухне вӗсен тӗрмере Варавва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ; 17ҫынсем пухӑнсан, Пилат каланӑ вӗсене: эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна-и е Христос теекен Иисуса-и? тенӗ; 18вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ. 19Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ. 20Ҫав хушӑра аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем халӑха Вараввӑна ирӗке кӑларттарма, Иисуса вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ. 21Пуҫлӑх вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: эсир мана иккӗшӗнчен хӑшне кӑларма ыйтатӑр? тенӗ. Вӗсем: Вараввӑна, тенӗ. 22Пилат вӗсене калать: Христос теекен Иисуса мӗн тӑвас вара манӑн? тет. Вӗсем пурте: пӑталаттармалла! теҫҫӗ. 23Пуҫлӑх: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ. Анчах лешӗсем тата хытӑрах: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ. 24Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илнӗ те халӑх умӗнче аллине ҫуса каланӑ: Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ айӑплӑ мар; хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр, тенӗ. 25Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх ҫапла хуравланӑ: Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр, тенӗ. 26Вара Пилат вӗсемшӗн тӗрмерен Вараввӑна кӑларнӑ, Иисуса хӗнеттерсе хӗрес ҫумне пӑталама хушнӑ.
27Ҫавӑн чухне пуҫлӑх салтакӗсем Иисуса преторие илсе килнӗ, Ун тавра пысӑк ҫар ушкӑнӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ; 28Ӑна, салтӑнтарса, хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ; 29Ун пуҫне йӗплӗ хулӑран явнӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ; унтан Ун умне чӗркуҫленсе ларса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе мӑшкӑлласа кулнӑ; 30Ун ҫине сурнӑ, туйине туртса илсе, Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ.
31Мӑшкӑлласа тӑрансан Ун ҫинчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ. 32Тухнӑ чухне вӗсем Киринея ҫыннине, Симон ятлӑскерне, тӗл пулнӑ; ҫавна Иисус хӗресне йӑтса пыма хушнӑ. 33Голгофа ятлӑ вырӑна — «Пуҫ тӳпи» тенине пӗлтерекен вырӑна — ҫитсессӗн, 34Ӑна ватпа хутӑштарнӑ сӗрхе ӗҫме панӑ; тутанса пӑхсассӑн Вӑл ӑна ӗҫесшӗн пулман. 35Ӑна пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ те 36ҫавӑнта Ӑна хуралласа ларнӑ. 37Унӑн пуҫӗ тӗлне Унӑн айӑпне кӑтартса «Ҫакӑ — Иисус, Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапса хунӑ. 38Ҫавӑн чухне Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха: пӗрне — сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ. 39Иртен-ҫӳрен пуҫне сулла-сулла Ӑна хурланӑ: 40эй Турӑ Ҫуртне Аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче Ҫӗнӗрен Туса Лартакан! Хӑвна Ху ҫӑл. Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ. 41Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те, халӑх пуҫлӑхӗсемпе фарисейсем те ҫаплах мӑшкӑлласа каланӑ: 42ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть. Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, вара ӗненӗпӗр Ӑна; 43Турра шанатчӗ, Вӑл Турра юрӑхлӑ пулсан, эппин, Турӑ хӑтартӑр Ӑна. Вӑл: «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тесеччӗ, тенӗ. 44Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Ӑна мӑшкӑлласа хурланӑ.
45Ултӑ сехетре пӗтӗм ҫӗре сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ, тӑхӑр сехет ҫитиччен сӗм тӗттӗм тӑнӑ; 46тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Или?, Или?! лама? савахфани?? тенӗ; ку: «эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать. 47Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна илтсен каланӑ: Илияна чӗнет Вӑл, тенӗ; 48вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ; 49ыттисем каланӑ: ан чӑрман; курар-ха: Илия Ӑна ҫӑлма килет-и, тенӗ. 50Иисус каллех хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та сывлӑшӗ тухнӑ Унӑн. 51Ҫав самантра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ; ҫӗр чӗтреннӗ; чулсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ; 52тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ; вилнӗ сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ; 53Иисус чӗрӗлсе тӑрсан, вӗсем тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ хулана кӗрсе нумайӑшне курӑннӑ. 54Ҫӗрпӳ тата унпа пӗрле Иисуса хурал тӑракансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсассӑн сехӗрленсех ӳкнӗ те: Вӑл чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ. 55Унта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсем те нумайӑшӗ пулнӑ, вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ; 56вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосиф амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ пулнӑ.
57Каҫ пулсан унта Аримафея ҫынни, Иосиф ятлӑ пуян ҫын, Иисус вӗренекенӗ пулнӑскер, пынӑ; 58вӑл, Пилат патне пырса, Иисус ӳтне ыйтнӑ. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ; 59Иосиф ӗнтӗ Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те 60ӑна чул тӑва касса кӗрсе тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ; тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварнӑ та кайнӑ. 61Ҫавӑнта Мария Магдалинӑпа тата тепӗр Мария пулнӑ, вӗсем тупӑклӑха хирӗҫех ларнӑ.
62Эрнекун иртсен тепӗр куннех аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ та 63каланӑ: хуҫамӑр! хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: «виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп» тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире; 64ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: «Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ» тесе ан калаччӑр. Вара кайранхи ултавӗ малтанхинчен те усалтарах пулӗ, тенӗ. 65Пилат вӗсене каланӑ: сирӗн хуралҫӑрсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр, тенӗ. 66Вӗсем вара кайнӑ та, тупӑклӑх умне хурал тӑратса, чулӗ ҫине пичет пуссах хӑварнӑ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 27: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.