Матфей ҫырнӑ Евангели 25
25
1Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулӗ. Вунӑ хӗр ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ. 2Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ, пиллӗкӗшӗ ӑссӑр пулнӑ. 3Ӑссӑррисем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ те ҫӑвне илмен; 4ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсемпе пӗрле ҫу янӑ савӑчӗсене те илнӗ. 5Кӗрӳ каччӑ час ҫитеймен те, хӗрсем пурте ыйхӑласа ҫывӑрса кайнӑ. 6Ҫӗр варринче: «акӑ кӗрӳ каччӑ килет, хирӗҫ тухӑр!» тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ. 7Вара ҫав хӗрсем пурте вӑраннӑ та тӑрса ҫутаткӑҫӗсене тӳрлетнӗ. 8Ӑссӑррисем ӑслисене каланӑ: «пире кӑштах ҫу парӑр-ха, пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ» тенӗ. 9Ӑслисем ҫапла хуравласа каланӑ: «апла пире те, сире те ҫитмӗ, пирӗнтен иличчен хӑвӑр валли сутакан патне кайса туянӑр» тенӗ. 10Вӗсем сутӑн илме кайсассӑн, кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ, хатӗррисем унпа пӗрле туя кӗнӗ, алӑкне хупса хунӑ; 11кайран леш хӗрсем те пыраҫҫӗ: «хуҫамӑр! хуҫамӑр! уҫса кӗртсемччӗ пире» теҫҫӗ. 12Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: «чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп» тенӗ. 13Ҫавӑнпа сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр.
14Ун чухне ӗнтӗ ют ҫӗре каяс умӗн чурисене чӗнсе илсе вӗсене хӑй пурлӑхне парса хӑварнӑ ҫынпа мӗн пулса иртнӗ, ҫавӑн пек пулӗ: 15вӑл кашнийӗн пултарулӑхне кура пӗр чурине пилӗк талант, тепӗрне икӗ талант, тата тепӗрне пӗр талант панӑ; унтан хӑй ҫула тухса кайнӑ. 16Пилӗк талант илнӗскерӗ ӑна тӳрех ӗҫе хывса тата пилӗк талант тупӑш тунӑ; 17икӗ талант илнӗскерӗ те ҫапла тата икӗ талант тунӑ; 18пӗр талант илнӗскерӗ вара кайнӑ та хуҫи кӗмӗлне ҫӗре чавса пытарнӑ. 19Пайтах вӑхӑт иртсессӗн ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать. 20Пилӗк талант илнӗскерӗ тата пилӗк талант илсе пынӑ та ҫапла калать: «хуҫамӑм! эсӗ мана пилӗк талант панӑччӗ; акӑ эпӗ вӗсемпе тата пилӗк талант тупӑш турӑм» тет. 21Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» тенӗ. 22Икӗ талант илнӗскерӗ те пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ мана икӗ талант панӑччӗ; акӑ эпӗ вӗсемпе тата икӗ талант тупӑш турӑм» тенӗ. 23Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» тенӗ. 24Пӗр талант илнӗскерӗ те пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акман ҫӗрте выратӑн, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтаратӑн; 25ҫавӑнпа хӑрарӑм та санӑн талантна ҫӗре чавса пытарса хутӑм; акӑ илех хӑвӑнне» тенӗ. 26Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ. Ҫакна каласа пӗтерсен Иисус хыттӑн каланӑ: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.
31Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ, 32Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ; 33сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ. 34Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: «эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр: 35Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр; ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх патӑр; 36ҫарамас чухне Мана тумлантартӑр; чирлӗ чухне Мана пырса пӑхрӑр; тӗрмере ларнӑ чухне Ман патӑма пытӑр» тейӗ. 37Сӑваплисем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине курса Сана тӑрантартӑмӑр? е ӑшу хыпнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр? 38хӑҫан Эсӗ ҫул ҫӳренине курса хӳтлӗх патӑмӑр? е хӑҫан ҫарамассине курса тумлантартӑмӑр? 39хӑҫан Эсӗ чирлине е тӗрмере ларнине курса Сан патна пытӑмӑр?» тейӗҫ. 40Патша вӗсене ҫапла калӗ: «чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗришӗн ҫапла турӑр та — вӑл Маншӑн туниех пулчӗ» тейӗ. 41Унтан сулахай енчисене калӗ: «эй ылханлисем! кайӑр Ман патӑмран, шуйттанпа унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗрлӗх вута кайӑр: 42Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитермерӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтермерӗр; 43ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх памарӑр; ҫарамас чухне Мана тумлантармарӑр; чирлӗ чухне, тӗрмере ларнӑ чухне Мана пырса пӑхмарӑр» тейӗ. 44Лешӗсем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине е ӑшу хыпнине, е ҫул ҫӳренине, е ҫарамассине, е чирлине, е тӗрмере ларнине курса хӑҫан пулӑшмарӑмӑр Сана?» тейӗҫ. 45Вӑл вара вӗсене ҫапла калӗ: «чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн ҫапла тумарӑр та, вӑл Маншӑн туманниех пулчӗ» тейӗ. 46Вӗсем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ, тенӗ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 25: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.