1
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:41
БИБЛИ
CHB
Ан ҫывӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет.
Compare
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:41
2
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:38
Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:38
3
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:39
Унтан кӑшт аяккарах пӑрӑннӑ та ӳпне ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: эй Аттем! юрать пулсассӑн, ҫак курка Манран иртинччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр, тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:39
4
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:28
ку — Манӑн Юнӑм, Ҫӗнӗ Халал Юнӗ, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:28
5
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:26
Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:26
6
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:27
Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:27
7
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:40
Унтан Вӑл вӗренекенӗсем патне пырать те вӗсем ҫывӑрнине курать, вара Петра ҫапла калать: ӗнтӗ эсир Манпа пӗрле пӗр сехет те ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и?
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:40
8
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:29
Калатӑп сире: паянтан вара ҫак иҫӗм ҫырли эрехне Аттем Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунччен ӗҫмӗп, тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:29
9
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:75
Петр вара хӑйне Иисус: «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн» тесе каланине аса илнӗ. Ӗнтӗ унтан тухса кайнӑ та татӑлса йӗнӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:75
10
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:46
тӑрӑр, каяр: акӑ Мана сутаканӗ ҫывӑхрах, тет.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:46
11
Матфей ҫырнӑ Евангели 26:52
Иисус вара ӑна ҫапла калать: хӗҫне хӑй вырӑннех чик — хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 26:52