YouVersion Logo
Search Icon

Лука ҫырнӑ Евангели 5

5
1Пӗррехинче, Геннисарет кӳлли хӗрринче тӑнӑ чухне, Турӑ сӑмахне итлес тесе Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тӑнӑ чухне, 2Иисус кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ; пулӑҫисем кимми ҫинчен анса тетелӗсене ҫуса тӑнӑ. 3Вӑл пӗр кимми ҫине, Симон кимми ҫине, ларнӑ та ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ; вара халӑха кимӗ ҫинче ларса вӗрентнӗ. 4Вӗрентме чарӑнсан Симона каланӑ: тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те, тетелӗрсене карса хурӑр, тенӗ. 5Симон Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Вӗрентекен! эпир ҫӗрӗпе асапланса та нимӗн те тытаймарӑмӑр; Сан сӑмахна итлесе, тетелӗме карам эппин, тенӗ. 6Ҫапла тусассӑн вара вӗсенӗн темӗн чухлӗ пулӑ кӗнӗ, ӗнтӗ тетелӗ те ҫурӑла пуҫланӑ. 7Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ; лешӗсем пырсан, икӗ киммине те туллиех тултарнӑ та, киммисем те пута пуҫланӑ. 8Ҫавна курса Петр теекен Симон Иисус ури умне ӳксе: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын, тенӗ. 9Хӑйсем ытла та нумай пулӑ тытнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те, 10ҫавӑн пекех Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн та, Симонӑн юлташӗсем, хӑрасах кайнӑ. Иисус Симона каланӑ: ан хӑра; паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн, тенӗ. 11Вӗсем вара икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
12Иисус ҫавӑнта пӗр хулара пулнӑ чухне Ун патне тилҫе сӑрса илнӗ пӗр ҫын пынӑ; Иисуса курсассӑн вӑл Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас тесессӗн, Эсӗ мана тасатма пултаратӑнҫке! тенӗ. 13Иисус, аллине тӑсса, ӑна сӗртӗннӗ те: тасатас тетӗп — тасал, тенӗ. Лешӗн ҫинчи тилҫе ҫийӗнчех пӗтнӗ вара. 14Иисус ӑна ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман, хӑй сывалнине вӗсене ӗнентермешкӗн священника курӑнма тата, Моисей хушнӑ пек, хӑй тасалнӑшӑн парне кӳме каласа янӑ. 15Ҫавах Ун ҫинчен чап сарӑлнӑҫемӗн сарӑлнӑ; Вӑл вӗрентнине итлемешкӗн, чирӗсенчен сывалмашкӑн Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. 16Вӑл вара тӑтӑшах ҫын ҫук вырӑна кайса унта кӗлтунӑ.
17Пӗррехинче, Иисус вӗрентнӗ чухне, унта Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчен тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентекенсем ларнӑ; чирлисене Вӑл Хӑйӗнпе пӗрле Турӑ хӑвачӗ пулнипе сыватнӑ. 18Акӑ пӗрисем ҫавӑнта шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ; ӑна пӳрте йӑтса кӗрсе Иисус умне хурасшӑн пулнӑ; 19анчах та халӑх нумай пулнӑран ӑна илсе кӗме май тупаймасӑр ҫурт тӑррине улӑхса виттине сирнӗ те ӑна выртан вырӑнӗпех пӳлӗм варрине Иисус умне антарнӑ. 20Иисус, вӗсем мӗн тӗрлӗ ӗненнине курса, ҫав ҫынна: санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ. 21Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ӗнтӗ хӑйсем хушшинче: кам вара Ку, Турра хурлаканскер? Турӑсӑр пуҫне кам ҫылӑх каҫарма пултартӑр? тенӗ. 22Иисус, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, ҫапла хуравласа каланӑ: эсир хӑвӑр ӑшӑрта мӗн шухӑшлатӑр? 23Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах калама: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е: «тӑр та — ҫӳре» теме-и? 24Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна каланӑ: сана калатӑп — тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тенӗ. 25Лешӗ ҫав самантрах пурин умӗнчех тӑнӑ та, хӑй выртнӑ вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ. 26Пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, Турра мухтанӑ; ӗнтӗ хӑраса кайса каланӑ: паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ куртӑмӑр, тенӗ.
27Ҫакӑн хыҫҫӑн, унтан кайсассӑн, Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан пӗр Левий ятлӑ ҫынна, куланай пухаканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет. 28Лешӗ тӑнӑ та, пурне те пӑрахса хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ. 29Левий хӑй килӗнче Иисус ячӗпе пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ; вӗсемпе пӗрле унта куланай пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн ӗҫсе-ҫисе ларнӑ. 30Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ӳпкелешсе Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр? тенӗ. 31Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; 32Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тенӗ. 33Вӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: Иоанн вӗренекенӗсем тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлӗ тӑваҫҫӗ, фарисейсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем вара ӗҫеҫҫӗ те, ҫиеҫҫӗ те, тенӗ. 34Вӑл вӗсене каланӑ: эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и? 35Акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара, тенӗ. 36Вӑл вӗсене тата ытарӑш каласа панӑ: никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе саплӑк лартмасть; апла ҫӗнӗ тумтирӗ те пӑсӑлать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест. 37Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть; апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; 38ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, вара иккӗшӗ те упранса юлӗ. 39Никам та кивӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн: «кивви аванрах» тет вӑл, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in