Лука ҫырнӑ Евангели 6
6
1Пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе шӗкӗлчесе ҫинӗ. 2Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсене: мӗншӗн эсир шӑматкун тума юраманнине тӑватӑр? тенӗ. 3Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнисем те выҫӑ аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир? 4Епле вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман парне ҫӑкӑрӗсене илсе хӑй те ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ? тенӗ. 5Тата каланӑ вӗсене: Этем Ывӑлӗ — шӑматкунӑн хуҫи те, тенӗ.
6Иисус тепӗр шӑматкун та синагогӑна кӗрсе халӑха вӗрентнӗ. Унта сылтӑм алли хӑрнӑ ҫын пулнӑ. 7Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Ӑна айӑпламалли сӑлтав тупасшӑн, Вӑл шӑматкун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна сӑнаса тӑнӑ. 8Вӑл, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна каланӑ: тӑр та варрине тухса тӑр, тенӗ; лешӗ тӑнӑ та варрине тухса тӑнӑ. 9Унтан Иисус вӗсене каланӑ: Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑматкун мӗн тумалла? ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле-и? тенӗ. Лешӗсем чӗнмен. 10Унтан пурин ҫине те пӑхса илнӗ те ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тенӗ. Вӑл ҫапла тунӑ та, алли тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ. 11Лешӗсем вара, тилӗрсе кайсах, ку Иисуса мӗн тӑвар-ши? тесе пӗр-пӗринпе канашланӑ.
12Ҫав кунсенче Иисус ту ҫине кӗлтума улӑхнӑ, унта ҫӗрӗпе Турра кӗлтунӑ. 13Тул ҫутӑлсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе, вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ; вӗсене апостол тесе ят панӑ; 14акӑ вӗсем: Хӑй Петр тесе ят хунӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей, 15Матфей тата Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Зилот теекен Симон, 16Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран Хӑйне тытса паракан Иуда Искариот.
17Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансассӑн тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ; унта Унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ, тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ; 18вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма пынӑ; усал сывлӑш ернипе асапланакансем те сывалнӑ. 19Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унран хӑват тухса пурне те сыватнӑ. 20Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса каланӑ:
Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ: сире Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ.
21Халӗ выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: эсир тӑранӑр.
Халӗ йӗрекенсем телейлӗ: эсир савӑнса хӗпӗртӗр.
22Сире ҫынсем Этем Ывӑлӗшӗн курайми пулсассӑн, хӑвӑра хӑваласа ярсассӑн, хӑртсассӑн, сирӗн ҫинчен усал ят сарсассӑн, эсир телейлӗ пулӑр. 23Ҫав кун савӑнӑр, хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ. Ӗнтӗ вӗсенӗн ашшӗсем пророксене ҫапла хӗсӗрленӗ.
24Сире вара, пуянсем, хуйхӑ ҫитӗ! Эсир ӗнтӗ хӑвӑр савӑнӑҫа илтӗр. 25Халӗ ытлашшипех тутӑскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир выҫӑ аптӑрӑр. Халӗ хавассӑн кулакансем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир уласа йӗрсе ярӑр. 26Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсассӑн, хуйхӑ ҫитӗ сире! Ӗнтӗ вӗсенӗн ашшӗсем суя пророксене ҫапла мухтанӑ.
27Сире, итлесе тӑракансене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, 28хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн кӗлтӑвӑр. 29Хӑвна питӳнтен пӗр енчен ҫупса яракана эсӗ тепӗр енне те ҫавӑрса пар; санран ҫиелти тумтирне туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар. 30Хӑвӑнтан ыйтакана кирек кама та пар, хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра. 31Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр. 32Хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юратсан, сире уншӑн мӗн сӑвап пулӗ? хӑйсене юратакансене ҫылӑхлӑ ҫынсем те юратаҫҫӗ. 33Хӑвӑра ырӑ тӑвакансене ҫеҫ ырӑ тусассӑн, уншӑн сире мӗн сӑвап пулӗ? ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫапла тӑваҫҫӗ. 34Кивҫен панӑ чухне эсир ӑна каялла илессе шанса шанчӑклӑ ҫынна ҫеҫ паратӑр пулсассӑн, сире уншӑн мӗн сӑвап пулӗ? панӑ чухлех каялла илессе шанса, ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫылӑхлисене кивҫен параҫҫӗ. 35Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр, каялла илессе шанмасӑрах кивҫен парӑр; вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ. 36Ҫапла ӗнтӗ Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр.
37Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ; ан хурлӑр, хӑвӑра та хурламӗҫ; каҫарӑр, хӑвӑра та каҫарӗҫ; 38парӑр, хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗркӗр ҫине хывӗҫ; ҫапла ӗнтӗ мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ, тенӗ. 39Вӗсене ытарӑш та каласа панӑ: суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреет-и? вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и? 40Вӗренекен хӑйне вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть; анчах та, вӗренсе ҫитсессӗн, кашнийӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать. 41Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫӑнти пӗренене асӑрхамастӑн? 42Хӑвӑн куҫӑнти пӗренене курмастӑн пулсассӑн, епле-ха эсӗ тӑванна: «тӑванӑм, сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха» тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн. 43Лайӑх йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть; начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ тумасть. 44Кирек епле йывӑҫа та ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен смоква татмаҫҫӗ, йӗплӗ тӗм ҫинчен иҫӗм ҫырли пуҫтармаҫҫӗ. 45Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ырри нумайран ыррине кӑларать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усал нумайран усаллине кӑларать, мӗншӗн тесессӗн этем чӗлхи-ҫӑварӗ чӗри туллирен калаҫать.
46Мӗншӗн эсир Мана: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Ҫӳлхуҫамӑр! тесе чӗнетӗр, хӑвӑр Эпӗ каланине тумастӑр? 47Ман патӑма килекен, Манӑн сӑмахӑмсене итлесе, вӗсене пурӑнӑҫлакан ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире. 48Вӑл тарӑн алтса кӗрсе, никӗсне чул ҫине хурса ҫурт лартнӑ ҫын евӗрлӗ; шыв тулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫурт патне шыв пырса капланнӑ, анчах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесессӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ. 49Манӑн сӑмахӑмсене итлесе те хӑй вӗсене пурӑнӑҫламан ҫын — ҫуртне ҫӗр ҫине никӗссӗрех туса лартнӑ ҫын евӗрлӗ: ҫурчӗ патне шыв пырса каплансан, вӑл ҫавӑнтах ишӗлсе аннӑ; ҫав ҫурт ишӗлни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, тенӗ.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 6: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.