Иисус ҫавӑнта пӗр хулара пулнӑ чухне Ун патне тилҫе сӑрса илнӗ пӗр ҫын пынӑ; Иисуса курсассӑн вӑл Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас тесессӗн, Эсӗ мана тасатма пултаратӑнҫке! тенӗ. Иисус, аллине тӑсса, ӑна сӗртӗннӗ те: тасатас тетӗп — тасал, тенӗ. Лешӗн ҫинчи тилҫе ҫийӗнчех пӗтнӗ вара.