Лука ҫырнӑ Евангели 4
4
1Иисус Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса Иордан хӗрринчен таврӑнсан, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ. 2Унта Ӑна хӗрӗх кун шуйттан сӑнанӑ, ҫав кунсенче Вӑл нимӗн те ҫимен; ҫав кунсем иртсессӗн, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ. 3Шуйттан вара Ӑна каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш, тенӗ. 4Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, Туррӑн пур тӗрлӗ сӑмахӗпе те пурӑнать» тесе ҫырнӑ, тенӗ. 5Унтан шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗрре куҫ хупса иличчен Ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха кӑтартнӑ, 6шуйттан Ӑна каланӑ: ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсенӗн чап-мухтавне те Сана парӑп: ӑна мана панӑ, эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп; 7эппин, мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакӑ пӗтӗмпе Санӑн пулӗ, тенӗ. 8Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тенӗ. 9Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик; 10ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана сыхлама хушӗ, 11Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ. 12Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе каланӑ, тенӗ. 13Пӗтӗмпех сӑнаса пӗтерсен, шуйттан Ун патӗнчен пӗр вӑхӑта кайнӑ.
14Иисус вара Сывлӑшпа хӑватлӑланса Галилейӑна таврӑннӑ; Ун ҫинчен пӗтӗм таврари ҫӗре хыпар сарӑлнӑ. 15Вӑл вӗсен синагогисенче вӗрентнӗ, пурте Ӑна мухтанӑ.
16Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана Назарета пынӑ; шӑматкун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те вуламалли ҫӗре тӑнӑ. 17Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ; Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫапла ҫырнӑ вырӑна тупнӑ: 18«Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫинче: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене сыватма ячӗ, тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисем куракан пуласса, пусмӑртисене хӑтарасса, 19Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ».
20Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та Хӑй ларнӑ; синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ. 21Вӑл вӗсене каланӑ: ҫапла ҫырни, эсир мӗн илтни, паян ӗнтӗ вырӑна килчӗ, тенӗ. 22Вӗсем пурте Иисус каланине тӗрӗсе хунӑ, || Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухакан ырӑ сӑмахсенчен тӗлӗнсе каланӑ: Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку? тенӗ. 23Вӑл вӗсене каланӑ: паллах ӗнтӗ, эсир Мана, «эмелҫӗ! Хӑвна Ху сыват» теекен каларӑша аса илтерсе, ҫапла каласшӑн: «Эсӗ Капернаумра мӗн тунине илтрӗмӗр эпир, кунта та, Хӑвӑн тӑван ҫӗршывӑнта, ҫавна туса кӑтарт» теесшӗн, тенӗ. 24Унтан тата каланӑ: чӑн калатӑп сире: хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывра пӗр пророка та хапӑл тумаҫҫӗ. 25Чӑн калатӑп сире: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра тӳпе виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх хупӑнса тӑнӑран пӗтӗм ҫӗр ҫинче питӗ йывӑр выҫлӑх тӑнипе Израильре тӑлӑх арӑм нумай пулнӑ; 26ҫапах Илияна вӗсем патне пӗрин патне те мар, Сидон ҫывӑхӗнчи Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм патне анчах янӑ; 27Елисей пророк пурӑннӑ вӑхӑтра тата Израильре тилҫеллӗ ҫын нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман, тенӗ. 28Ҫакна илтсессӗн синагогӑри ҫынсем пурте тилӗрсе кайнӑ; 29вара вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларса хӑйсен хули ларакан ту ҫине илсе кайнӑ: вӗсем ӑна ҫавӑнтан аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ; 30анчах Вӑл вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.
31Кайран Вӑл Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ та шӑматкунсенче халӑха вӗрентнӗ. 32Вӑл мӗнле вӗрентнинчен пурте тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн сӑмахӗ хӑватлӑ пулнӑ. 33Синагогӑра усал сывлӑш ернӗ ҫын пулнӑ, ҫавӑ хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: 34эй Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп, Эсӗ — Туррӑн Святойӗ, тенӗ. 35Иисус ӑна ҫирӗппӗн хушса каланӑ: чарӑн, тух ун ӑшӗнчен, тенӗ. Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех тӳнтерсе янӑ та ӑна нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ. 36Пурте хӑраса ӳксе пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: мӗне пӗлтерет ку? Вӑл Хӑй ирӗкӗпе, Хӑй хӑвачӗпе усал сывлӑшсене хушать те — лешӗсем тухаҫҫӗ, тенӗ. 37Вара Ун ҫинчен пӗтӗм таврари ҫӗре хыпар сарӑлнӑ.
38Синагогӑран тухсан Вӑл Симон килне пынӗ; Симон хунямӑшӗ тар чирӗпе питӗ йывӑр выртнӑ; уншӑн Ӑна тархасланӑ. 39Вӑл ун патне пырса тар чирне чарнӑ та, чирӗ иртсе те кайнӑ. Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫийӗнчех тӑнӑ та вӗсене пӑха пуҫланӑ. 40Хӗвел аннӑ вӑхӑтра чирлӗ ҫын пуррисем пурте тӗрлӗ чирпе асапланакансене Иисус патне илсе пынӑ; Вӑл, кашнийӗ ҫине аллисене хурса, вӗсене сыватнӑ. 41Нумайӑшӗн ӑшӗнчен усал сывлӑшсем те тухнӑ, вӗсем: Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ Христос! тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Вӑл вӗсене Хӑй Христос пулни ҫинчен калама чарнӑ.
42Тул ҫутӑлсан Вӑл унтан тухса ҫын ҫук вырӑна кайнӑ; халӑх Ӑна шыранӑ; тупсассӑн, вӗсем Ӑна хӑйсен патӗнчен ярас мар тесе, чарса тӑнӑ. 43Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ, тенӗ. 44Вара Галилейӑри синагогӑсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.