Унтан шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗрре куҫ хупса иличчен Ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха кӑтартнӑ, шуйттан Ӑна каланӑ: ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсенӗн чап-мухтавне те Сана парӑп: ӑна мана панӑ, эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп; эппин, мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакӑ пӗтӗмпе Санӑн пулӗ, тенӗ. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тенӗ.