Лука ҫырнӑ Евангели 3
3
1Тиверий кесарь патшана ларни вунпиллӗкӗмӗш ҫула кайсан, Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра тӑнӑ чухне, Галилея пуҫлӑхӗнче Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗн пуҫлӑхӗнче унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче Лисаний тӑнӑ чухне, 2Анна тата Каиафа аслӑ священник пулнӑ хушӑра, Иоана, Захария ывӑлне, пушхирте Турӑран сӑмах пулнӑ. 3Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче пур тӗлте те ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ. 4Ҫавӑн ҫинчен Исаия пророк сӑмахӗсенӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр; 5айлӑм вырӑнсем пурте тулччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр; 6вара кирек кам та Турӑ ҫӑлнине курӗ» тенӗ.
7Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха каланӑ: эй ҫӗлен ҫурисем! ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлатӑр тесе кам вӗрентрӗ сире? 8Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр; хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать. 9Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ, тенӗ. 10Халӑх унран ыйтнӑ: пирӗн мӗн тӑвас ӗнтӗ? тенӗ. 11Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: камӑн икӗ кӗпе пур, вӑл пӗрне тумтир ҫуккине патӑр; камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр, тенӗ. 12Куланай пуҫтаракансем те ун патне шыва кӗме пынӑ; вӗсем унран ыйтнӑ: вӗрентекен! пирӗн мӗн тӑвас? тенӗ. 13Вӑл вӗсене каланӑ: хӑвӑра илме хушнинчен ытлашши нимӗн те ан илӗр, тенӗ. 14Салтаксем те унран: пирӗн мӗн тӑвас? тесе ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: никама та ан хӗсӗрлӗр, ан элеклӗр, хӑвӑра паракан шалупа ҫырлахӑр, тенӗ. 15Халӑх кӗтсе тӑнӑ чухне, пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн ҫинчен «ку Христос мар-ши?» тесе шухӑшланӑ вӑхӑтра, 16Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп, акӑ манран Хӑватлӑскерӗ килет, эпӗ Унӑн ури сырри чӗнне те салтма тивӗҫлӗ мар; 17Вӑл сире Таса Сывлӑшпа, вутпа тӗне кӗртӗ. Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те туллине Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ. 18Вӑл, халӑха Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫапла нумай вӗрентнӗ.
19Вӑл Ирод пуҫлӑха пиччӗшӗн арӑмӗ Иродиада пирки тата урӑх усал ӗҫсем тунӑшӑн питленӗ. 20Ирод вара ытти усал ӗҫӗсем ҫумне тата усал ӗҫ хушса Иоана тӗрмене хуптарнӑ.
21Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чухне Иисус та шыва кӗнӗ, Вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӗлтунӑ вӑхӑтра тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, 22Ун ҫине Таса Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса аннӑ; тата тӳперен: Эсӗ — Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче! тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.
23Иисус Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чухне пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосифӑн, Илийӗн, 24Матфатӑн, Левийӗн, Мелхийӗн, Ианнайӑн, Иосифӑн, 25Маттафийӗн, Амосӑн, Наумӑн, Еслимӑн, Наггейӗн, 26Маафӑн, Маттафийӗн, Семеийӗн, Иосифӑн, Иудӑн, 27Иоаннанӑн, Рисайӑн, Зоровавелӗн, Салафиилӑн, Нирийӗн, 28Мелхийӗн, Аддийӗн, Косамӑн, Елмодамӑн, Ирӑн, 29Иосийӗн, Елиезерӗн, Иоримӑн, Матфатӑн, Левийӗн, 30Симеонӑн, Иудӑн, Иосифӑн, Ионанӑн, Елиакимӑн, 31Мелеайӑн, Маинанӑн, Маттафайӑн, Нафанӑн, Давидӑн, 32Иессейӗн, Овидӑн, Воозӑн, Салмонӑн, Наассонӑн, 33Аминадавӑн, Арамӑн, Есромӑн, Фаресӑн, Иудӑн, 34Иаковӑн, Исаакӑн, Авраамӑн, Фарран, Нахорӑн, 35Серухӑн, Рагавӑн, Фалекӑн, Еверӑн, Салан, 36Каинанӑн, Арфаксадӑн, Симӑн, Нойӑн, Ламехӑн, 37Мафусалӑн, Енохӑн, Иаредӑн, Малелеилӑн, Каинанӑн, 38Еносӑн, Сифӑн, Адамӑн, Туррӑн Ывӑлӗ пулнӑ.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.