YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 19

19
1Пилат вара Иисуса илсе кайса хӗнеме хушнӑ. 2Салтаксем йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса Иисус пуҫне тӑхӑнтартнӑ, ҫине хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнтартнӑ, 3сывӑ пултӑр Иудея Патши! тесе Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа янӑ. 4Пилат тата тепӗр хут тухса каланӑ вӗсене: акӑ эпӗ сире пӗлтермешкӗн Ӑна сирӗн патӑра илсе тухатӑп: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп, тенӗ. 5Иисус вара йӗплӗ пуҫкӑшӑльпех, хӗрхӗлтӗм тумтирпех тухнӑ. Пилат вӗсене: акӑ ҫавӑ Ҫын! тенӗ. 6Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Иисуса курсассӑн: || пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар! тесе кӑшкӑрса янӑ. Пилат вӗсене калать: тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр: эпӗ Унра айӑп курмастӑп, тет. 7Иудейсем ӑна хуравласа каланӑ: пирӗн саккун пур, пирӗн саккун тӑрӑх, Ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ вырӑнне хурать, тенӗ. 8Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат тата ытларах хӑраса ӳкнӗ, 9вӑл каллех преторие кӗнӗ те Иисуса каланӑ: Эсӗ ӑҫтан? тенӗ. Иисус нимӗн те каламан. 10Пилат Ӑна калать: Эсӗ мана хуравламастӑн-и? пӗлместӗн-им: манӑн Сана пӑталаттарма та ирӗкӗм пур, кӑларса яма та ирӗкӗм пур, тет. 11Иисус хуравласа каланӑ: сана ҫӳлтен паман пулсан, Ман тӗлӗшӗмрен санӑн нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ; ҫавӑнпа Мана санӑн аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ, тенӗ. 12Ҫакӑн хыҫҫӑн Пилат Иисуса ирӗке яма тӑрӑшнӑ. Иудейсем вара ҫапла кӑшкӑрнӑ: Ӑна ирӗке ярсан, эсӗ кесарӗн тусӗ мар вара, хӑйне хӑй патша вырӑнне хуракан кирек кам та кесарӗн тӑшманӗ вӑл, тенӗ. 13Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса илсе тухма хушнӑ, хӑй Лифостротон#19:13 Чулран тунӑ ҫӳллӗ вырӑн. теекен вырӑна, — еврейла Гаввафа, — сут тӑвакан вырӑна, ларнӑ. 14Ун чухне Пасха умӗнхи эрнекун, улттӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ. Пилат иудейсене каланӑ: акӑ сирӗн Патшӑр! тенӗ. 15Лешӗсем: пӗттӗр, пӗттӗр, пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрса янӑ. Пилат калать вӗсене: сирӗн Патшӑра пӑталаттарас-и манӑн? тет. Аслӑ священниксем хуравласа каланӑ: кесарьсӗр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук, тенӗ.
16Ҫавӑн чухне вара Пилат Ӑна хӗрес ҫумне пӑталама вӗсен аллине панӑ. Иисуса илсе кайнӑ. 17Вӑл Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе Пуҫ тӳпи теекен вырӑна (еврейла Голгофа) ҫитнӗ. 18Ӑна ҫавӑнта хӗрес ҫумне пӑталанӑ; Унпа пӗрле тата икӗ ҫынна пӑталанӑ: пӗрне — пӗр енне, тепӗрне — тепӗр енне; Иисус вара варринче пулнӑ. 19Пилат хӑма татӑкӗ ҫине «Назарет Иисусӗ, Иудея Патши» тесе ҫыртарнӑ та ҫавна хӗрес ҫумне ҫапса хунӑ. 20Иисуса пӑталанӑ вырӑн хуларан инҫе пулман, ҫавӑнпа мӗн ҫырнине иудейсем нумайӑшӗ вуланӑ; ӑна еврейла, грекла, латинла ҫырнӑ пулнӑ. 21Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата каланӑ: «Иудея Патши» тесе ан ҫыртар, «Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ» тесе ҫыртар, тенӗ. 22Пилат ҫапла хуравланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫаплах пултӑр, тенӗ. 23Иисуса хӗрес ҫумне пӑталасан, салтаксем Унӑн тумтирне илсе кашни валли пӗрер пай туса тӑватӑ пая уйӑрнӑ, хитонне те илнӗ; хитонӗ ҫӗлесе тунӑскер пулман, ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ. 24Ҫавӑнпа вӗсем каланӑ пӗр-пӗрне: ӑна ҫурас мар, уншӑн шӑпа ярас — кама тухӗ, тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Ҫырура калани — «Манӑн тумтирӗме хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, тумтирӗмшӗн шӑпа сиктерчӗҫ» — тени вырӑна килнӗ. Салтаксем шӑпах ҫапла тунӑ.
25Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ Клеопа Марийӗ тата Мария Магдалина тӑнӑ. 26Иисус, Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан Хӑйӗн юратнӑ вӗренекенне курсассӑн, Амӑшне каланӑ: Анне! акӑ Санӑн ывӑлу, тенӗ. 27Унтан вӗренекенне калать: акӑ санӑн Аннӳ! тет. Ҫав вӑхӑтран вара ҫакӑ вӗренекенӗ Ӑна хӑй патне илнӗ.
28Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус, ӗнтӗ пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура каланине пурӑнӑҫласа, ҫапла калать: ӑшӑм хыпрӗ, тет. 29Ҫавӑнта сӗрхе тултарнӑ савӑт ларнӑ. Салтаксем сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна иссоп турачӗ вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ. 30Сӗрхе тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: пулса ҫитрӗ! тенӗ. Унтан пуҫне уснӑ та — юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
31Ун чухне эрнекун пулнӑ, ҫавӑнпа та иудейсем, вилесене хӗрес ҫинче шӑматкуна хӑварас мар тесе (ҫав шӑматкун аслӑ кун пулнӑ), Пилатран вӗсен ури тунисене ҫапса ватса вӗсене хӗрес ҫинчен антарма ыйтнӑ. 32Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ватнӑ; 33Иисус патне пырсан, Вӑл вилнине курса, Унӑн ури тунисене ватман, 34анчах пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ. 35Ҫакна хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ каласа кӑтартать, вӑл калани чӑн; сире ӗнентересшӗн хӑй чӑннине каланине вӑл пӗлет. 36Ҫак ӗҫ пулса иртсе, Ҫырура «Унӑн шӑмми ванмӗ» тесе ҫырни ҫитнӗ. 37Ҫырура тата тепӗр тӗлте «хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ» тенӗ.
38Каярахпа Аримафея ҫынни Иосиф (вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ, анчах иудейсенчен хӑранипе ҫакна палӑртман) Пилатран Иисус Ӳтне илме ирӗк ыйтнӑ; Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вӑл вара кайнӑ та Иисус Ӳтне илнӗ. 39Тата Никодим та — пӗрремӗш хут Иисус патне ҫӗрле пынӑскер — пынӑ, вӑл смирнӑпа алоэ хутӑштарса тунӑ ҫӗр литрӑна яхӑн ҫу илсе килнӗ. 40Ҫапла вара вӗсем Иисус Ӳтне илнӗ те, иудейсен пытаракан йӑлипе, ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрсе пирпе чӗркенӗ. 41Иисуса пӑталанӑ вырӑнта йывӑҫ пахчи пулнӑ; ҫав пахчара ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ, унччен унта никама та пытарман пулнӑ-ха. 42Иудейсенӗн эрнекунне пула тата тупӑклӑхӗ ҫывӑхрах пулнӑран Иисуса ҫавӑнта пытарнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in