YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 20

20
1Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирхине ирех, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, Мария Магдалина тупӑклӑх патне пырать те — курах каять: тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ. 2Вӑл вара чупса каять те Симон Петр патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекенӗ патне ҫитсе калать вӗсене: Ҫӳлхуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, Ӑна ӑҫта хунине пӗлместпӗр, тет. 3Петрпа тепӗр вӗренекен ҫийӗнчех тухнӑ та тупӑклӑх патне кайнӑ; 4вӗсем иккӗшӗ те пӗрле чупса кайнӑ, анчах леш вӗренекенӗ Петртан хытӑрах чупса тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ. 5Вӑл пӗшкӗнсе пӑхать те пир выртнине курать, анчах тупӑклӑха кӗмест. 6Ун хыҫҫӑн Симон Петр та ҫитет, вӑл тупӑклӑха кӗрет те унта пир 7тата Иисусӑн пуҫне чӗркенӗ тутӑр выртнине курать; хутлатса хунӑ тутӑрӗ урӑх ҫӗрте, пирӗнчен уйрӑм, выртнӑ. 8Вара тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекенӗ те шала кӗнӗ, вӑл курнӑ та — ӗненнӗ. 9Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Ҫырура каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха. 10Вӗренекенӗсем ӗнтӗ каллех хӑйсем патне таврӑннӑ.
11Мария вара тупӑклӑх умӗнче йӗрсе тӑнӑ; йӗнӗ чухне вӑл тупӑклӑха пӗшкӗнсе пӑхнӑ та 12шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курах каять: пӗри Иисус Ӳчӗ выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепӗри ура вӗҫӗнче ларнӑ. 13Вӗсем калаҫҫӗ ӑна: хӗрарӑм! мӗншӗн йӗретӗн эсӗ? теҫҫӗ. Вӑл калать вӗсене: манӑн Ҫӳлхуҫамӑма илсе кайнӑ, Ӑна ӑҫта хунине пӗлместӗп, тет. 14Ҫакна каласан вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхать те Иисус тӑнине курать; анчах вӑл Иисуса паллайман. 15Иисус калать ӑна: эй хӗрарӑм! мӗншӗн йӗретӗн? кама шыратӑн? тет. Мария ку пахчаҫӑ пулӗ тесе шутланӑ та калать Ӑна: эй ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ илнӗ пулсан, ӑҫта хутӑн, каласамччӗ мана, эпӗ илсе каям Ӑна, тет. 16Иисус ӑна: Мария! тет. Мария ҫаврӑнса пӑхать те Ӑна: Раввуни?! тет (ку «Вӗрентекен!» тени пулать). 17Иисус калать ӑна: Ман ҫумма ан сӗртӗн — Эпӗ Аттем патне ҫӗкленмен-ха; эсӗ Манӑн тӑванӑмсем патне кайса кала: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне, Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп, тет. 18Мария Магдалина каять те хӑй Ҫӳлхуҫана курни ҫинчен, Вӑл хӑйне мӗн калани ҫинчен вӗренекенсене каласа кӑтартать.
19Ҫав эрненӗн малтанхи кунӗнчех каҫпала, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑраса хӑйсем пухӑннӑ пӳртӗн алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, Иисус вӗсен варрине пырса тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тет. 20Ҫакна каласан Вӑл вӗсене Хӑйӗн аллине тата аякне кӑтартнӑ. Ҫӳлхуҫана курсассӑн вӗренекенӗсем питӗ савӑннӑ. 21Иисус вӗсене тепӗр хут каланӑ: канӑҫлӑх пултӑр сире! Хама Аттем янӑ пек, Эпӗ те сире ҫапла яратӑп, тенӗ. 22Ҫакна каласан Вӑл вӗсем ҫине вӗрнӗ те каланӑ: Таса Сывлӑша илӗр. 23Камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнмӗҫ, тенӗ. 24Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Йӗкӗреш теекен Фома, Иисус пынӑ чухне унта вӗсемпе пӗрле пулман. 25Ытти вӗренекенӗсем ӑна: эпир Ҫӳлхуҫана куртӑмӑр, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: пӑталанипе пулнӑ Унӑн аллинчи суранӗсене курмасӑр, пӑталанипе пулнӑ суранӗсене пӳрнемпе тӗкӗнсе пӑхмасӑр, Унӑн аякне аллӑмпа хыпаласа пӑхмасӑр эпӗ ӗненессӗм ҫук, тенӗ.
26Сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ, вӗсемпе пӗрле Фома та пулнӑ. Алӑкне питӗрнӗ пулин те, Иисус вӗсен варрине пырса тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тенӗ. 27Унтан Фомана ҫапла калать: пӳрнӳне тӑс-ха кунталла — Манӑн аллӑмсене кур; аллуна тӑс-ха — Ман аякӑма хыпаласа пӑх; ӗненменни ан пул, ӗненекенни пул, тенӗ. 28Фома Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм, Туррӑм! тенӗ. 29Иисус калать ӑна: эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн; курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ, тет.
30Хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче Иисус тата урӑх хӑватсем те нумай тунӑ, анчах вӗсем ҫинчен ҫак кӗнекере ҫырман; 31ҫакна сире Иисус Турӑ Ывӑлӗ Христос иккенне ӗнентересшӗн, ӗненсе, Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in