YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 18

18
1Ҫакна каласан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон юхӑмӗн тепӗр енне кайнӑ; унта йывӑҫ пахчи пулнӑ; Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем ҫав пахчана кӗнӗ.
2Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем унта тӑтӑшах пыркаланӑ, ҫавӑнпа вӑл вырӑна Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ. 3Ҫапла ӗнтӗ Иуда, пӗр ушкӑн салтак тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе, унта хунарсемпе, ҫутаткӑҫсемпе, хӗҫсемпе пырса ҫитет. 4Иисус Хӑйӗнпе мӗн пуласса пӗтӗмпе пӗлсе вӗсем патне тухнӑ та: кама шыратӑр? тенӗ. 5Ӑна ҫапла хуравланӑ: Назарет Иисусне, тенӗ. Иисус калать вӗсене: Вӑл Эпӗ, тет. Ӑна тытса паракан Иуда та вӗсемпе пӗрле тӑнӑ. 6Иисус «Вӑл Эпӗ» тесенех, вӗсем каялла чакса ҫӗре ӳксе пӗтнӗ. 7Вӑл вӗсенчен каллех: кама шыратӑр? тесе ыйтнӑ. Лешӗсем: Назарет Иисусне, тенӗ. 8Иисус ҫапла хуравланӑ: Эпӗ сире «Вӑл Эпӗ» тесе каларӑм-ҫке; Мана шыратӑр пулсассӑн вӗсене ан тивӗр, кайччӑр вӗсем, тенӗ. 9Ҫапла ӗнтӗ, Вӑл «Эсӗ Мана панисенчен Эпӗ пӗрне те пӗтермерӗм» тенӗ сӑмах вырӑна килнӗ. 10Петр теекен Симонӑн хӗҫ пулнӑ; вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ; ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ. 11Иисус Петра каланӑ: хӗҫне йӗннине чиксе хур; Аттем панӑ куркана Манӑн епле ӗҫес мар? тенӗ. 12Вара салтаксем, пинпӳсем тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ.
13Ӑна малтан Анна патне, Каиафа хуньӑшӗ патне, илсе пынӑ, лешӗ ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ. 14Шӑпах ҫав Каиафа ӗнтӗ иудейсене «халӑхшӑн пӗр ҫын пӗтни аванрах пулӗ» тесе канаш панӑ пулнӑ.
15Иисус хыҫӗнчен Симон Петрпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ; ҫав вӗренекен аслӑ священникӑн пӗлӗшӗ пулнӑ, вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗнӗ; 16Петр вара тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑнӑ. Унтан аслӑ священник паллакан вӗренекен тухнӑ та, хапха хураллакан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та илсе кӗнӗ. 17Ҫавӑн чухне хапха хураллакан хӗрарӑм чура Петра калать: эсӗ те ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и? тет. Вӑл: ҫук, тет. 18Ун чухне сивӗ пулнӑ, чурасемпе тарҫӑсем вут хурса ун тавра ӑшӑнса тӑнӑ; Петр та вӗсемпе пӗрле ӑшӑнса тӑнӑ.
19Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен тата Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ. 20Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ тӗнчене уҫҫӑн каларӑм; Эпӗ кирек хӑҫан та иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑпа Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентрӗм, вӑрттӑн нимӗн те каламан. 21Мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине илтнисенчен ыйт — вӗсем Эпӗ мӗн каланине пӗлеҫҫӗ, тенӗ. 22Вӑл ҫапла каласан, ҫавӑнта тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха? тенӗ. 23Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ лайӑх мар каларӑм пулсан, мӗн лайӑх маррине кӑтартса пар, аван каларӑм пулсан, эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн? тенӗ. 24Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, аслӑ священник Каиафа патне янӑ.
25Симон Петр ҫаплах ӑшӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне каланӑ ӑна: эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха? тенӗ. Вӑл туннӑ: ҫук, тенӗ. 26Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хӑлхине Петр касса татнин хурӑнташӗ, ҫапла калать: эпӗ хам сана Унпа пӗрле пахчара курмарӑм-и вара? тет. 27Петр каллех туннӑ; ҫав самантра автан авӑтса янӑ.
28Каиафа патӗнчен Иисуса преторие илсе кайнӑ. Ку ӗҫ ирхине пулнӑ; ирсӗрленес мар тесе, иудейсем преторие кӗмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсен пасха ҫимелле пулнӑ. 29Ҫавӑнпа Пилат вӗсем патне хӑй тухнӑ та: эсир Ку Ҫынна мӗн тӗлӗшпе айӑплатӑр? тенӗ. 30Вӗсем ӑна хуравласа каланӑ: Вӑл усал ҫын пулмасан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр, тенӗ. 31Пилат хуравласа каланӑ вӗсене: эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа сут тӑвӑр, тенӗ. Иудейсем каланӑ ӑна: пире никама та вӗлерме ирӗк паман, тенӗ.
32Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах ҫитнӗ. 33Ҫавӑн чухне Пилат каллех преторие кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ. 34Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ ҫапла хӑвӑн сӑмахна калатӑн-и е сана Ман ҫинчен ыттисем каласа пачӗҫ-и? тенӗ. 35Пилат хуравласа каланӑ: эпӗ иудей-им? Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священниксем ман алла тытса пачӗҫ; Эсӗ мӗн тунӑ? тенӗ. 36Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар; Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен пулсан, Манӑн ҫыннӑмсем Мана иудейсен аллине парас мар тесе хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ; анчах Манӑн Патшалӑхӑм кунтан мар, тенӗ. 37Пилат Ӑна: ҫавах та Эсӗ Патшах-и? тенӗ. Иисус хуравласа каланӑ: эсӗ хӑв Мана Патша тетӗн; Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ; чӑнлӑхшӑн пулсассӑн кирек кам та Ман сасса итлет, тенӗ. 38Пилат Ӑна: чӑнлӑх мӗн вӑл? тенӗ. Ҫакна каласан хӑй каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ вӗсене: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп; 39сирӗн Пасха умӗн мана пӗрне кӑларттарса ямалли йӑла пур, эсир Иудея Патшине кӑларттарасшӑн мар-и? эпӗ кӑларса ярӑп Ӑна, тенӗ. 40Вара пурте каллех: Ӑна мар, Вараввӑна! тесе кӑшкӑрса янӑ. Варавва теекенӗ вӑрӑ-хурах пулнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in