1
Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:30
БИБЛИ
CHB
Сӗрхе тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: пулса ҫитрӗ! тенӗ. Унтан пуҫне уснӑ та — юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Compare
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:30
2
Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:28
Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус, ӗнтӗ пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура каланине пурӑнӑҫласа, ҫапла калать: ӑшӑм хыпрӗ, тет.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:28
3
Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:26-27
Иисус, Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан Хӑйӗн юратнӑ вӗренекенне курсассӑн, Амӑшне каланӑ: Анне! акӑ Санӑн ывӑлу, тенӗ. Унтан вӗренекенне калать: акӑ санӑн Аннӳ! тет. Ҫав вӑхӑтран вара ҫакӑ вӗренекенӗ Ӑна хӑй патне илнӗ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:26-27
4
Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:33-34
Иисус патне пырсан, Вӑл вилнине курса, Унӑн ури тунисене ватман, анчах пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:33-34
5
Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:36-37
Ҫак ӗҫ пулса иртсе, Ҫырура «Унӑн шӑмми ванмӗ» тесе ҫырни ҫитнӗ. Ҫырура тата тепӗр тӗлте «хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ» тенӗ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:36-37
6
Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:17
Вӑл Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе Пуҫ тӳпи теекен вырӑна (еврейла Голгофа) ҫитнӗ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:17
7
Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:2
Салтаксем йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса Иисус пуҫне тӑхӑнтартнӑ, ҫине хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнтартнӑ
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 19:2