YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 13

13
1Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ. Иисус ҫак тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитнине пӗлнӗ. Вӑл, ҫак тӗнчере Хӑйӗннисене юратаканскер, вӗсене вӗҫне ҫитиех юратнӑ. 2Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, — 3Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; 5унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ. 6Ҫапла Вӑл Симон Петр патне ҫитет, лешӗ калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! ара, манӑн урана Санӑн ҫумалла-и? тет. 7Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлместӗн, кайран ӑнланса илӗн, тенӗ. 8Петр калать Ӑна: манӑн урана Эсӗ ӗмӗрне те ҫӑвас ҫук, тет. Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: сана Эпӗ ҫумасан, Манпа пӗрле пая кӗреймӗн, тенӗ. 9Симон Петр калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эппин, урана кӑна мар, аллӑма та, пуҫӑма та ҫу, тет. 10Иисус калать ӑна: ҫӑвӑннӑ ҫын вӑл пӗтӗмпе таса, унӑнне урине кӑна ҫумалла; эсир те таса, анчах пуртех мар, тет. 11Вӑл Хӑйне тытса паракана пӗлнӗ, ҫавӑнпа «пуртех мар» тенӗ. 12Вӗсенӗн урисене ҫусан, Хӑй тумне тӑхӑнса, Вӑл каллех кӗрекене ларнӑ та вӗсене каланӑ: Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и эсир? 13Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Ҫӳлхуҫамӑр тетӗр, тӗрӗс калатӑр: Эпӗ чӑнах та Ҫавӑ. 14Эхер те Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫӑр, Вӗрентекенӗр — сирӗн урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла. 15Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе, Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм. 16Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар. 17Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ. 18Сирӗн ҫинчен пурсӑр ҫинчен те каламастӑп: Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ӗнтӗ Ҫырура: «Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекен Мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ» тесе ҫырни пурӑнӑҫа килтӗр. 19Ҫавӑ пулса иртнӗ чухне эсир Эпӗ кам пулнине пӗлччӗр тесе, сире Эпӗ ҫавӑ пуличченнех, халех каласа паратӑп. 20Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ яракана хапӑл тӑвакан Мана хапӑл тӑвать, Мана хапӑл тӑвакан Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ. 21Ҫакна каласан Иисусӑн чун-чӗри пӑлханса кайнӑ, Вӑл вара тӳрех каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ, тенӗ. 22Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем, Вӑл кам ҫинчен каланине пӗлмесӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илнӗ. 23Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, Вӑл юратни, Унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ларнӑ. 24Симон Петр, Иисус кам ҫинчен каланине ыйтса пӗл-ха тесе, ӑна аллипе паллӑсем туса кӑтартнӑ. 25Лешӗ вара Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: Ҫӳлхуҫамӑр! кам вӑл? тенӗ. 26Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ, тенӗ. Вара ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ. 27Ҫав татӑка илнӗ хыҫҫӑн Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ. Вара Иисус каланӑ ӑна: мӗн тумаллине хӑвӑртрах ту, тенӗ. 28Вӑл ӑна мӗншӗн ҫапла каланине унта ларакансенчен пӗри те ӑнласа илеймен. 29Иудӑра укҫа арчи пулнӑ, ҫавӑнпа хӑшӗсем Иисус ӑна хамӑр валли уява мӗн кирлине илме хушать пулӗ е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 30Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ; ун чухне ҫӗрле пулнӑ.
31Иуда тухса кайсан Иисус каланӑ: || паян Этем Ывӑлӗ мухтава тухрӗ, Ун урлӑ Турӑ та мухтава тухрӗ. 32Турӑ Ун урлӑ мухтава тухрӗ пулсассӑн, Турӑ та Ӑна Хӑй урлӑ мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ Ӑна. 33Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пӗрле пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр, халӗ Эпӗ сире иудейсене каланинех калатӑп: эсир Эпӗ каякан ҫӗре ҫитеймӗр. 34Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр. 35Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ, тенӗ. 36Симон Петр Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каятӑн? тет. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ Ман хыҫҫӑн пыраймӑн, каярахпа Ман хыҫҫӑн пырӑн, тенӗ. 37Петр каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! мӗншӗн-ха эпӗ Сан хыҫҫӑн халӗ пыраймастӑп? эпӗ Саншӑн чунӑма та парӑп, тенӗ. 38Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Маншӑн чунна парӑн-и? чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in