1
Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:34-35
БИБЛИ
CHB
Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр. Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ, тенӗ.
Compare
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:34-35
2
Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:14-15
Эхер те Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫӑр, Вӗрентекенӗр — сирӗн урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла. Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе, Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:14-15
3
Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:7
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлместӗн, кайран ӑнланса илӗн, тенӗ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:7
4
Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:16
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:16
5
Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:17
Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:17
6
Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:4-5
апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 13:4-5