YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн ҫырнӑ Евангели 14

14
1Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр; Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр. 2Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Апла пулмасан: «Эпӗ сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп» тенӗ пулӑттӑм-и? 3Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех килӗп те, Хам ӑҫта, эсир те ҫавӑнта пулччӑр тесе, сире Хам патӑма илӗп. 4Эпӗ ӑҫта каяссине эсир пӗлетӗр, ҫулне те пӗлетӗр, тенӗ. 5Фома каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр; ҫулне те мӗнле пӗлер-ха эпир? тенӗ. 6Иисус каланӑ ӑна: Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ. 7Эсир Мана пӗлнӗ пулсан, Манӑн Аттене те пӗлӗттӗр. Паянтан вара эсир Ӑна пӗлетӗр, куртӑр та Ӑна, тенӗ. 8Филипп каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! пире Аҫуна кӑтарт та, ҫитӗ вара пире, тенӗ. 9Иисус каланӑ ӑна: Филипп, Эпӗ мӗн вӑхӑт хушши сирӗнпе пӗрле, эсӗ ҫапах Мана пӗлместӗн-и? Мана куракан Аттене те курнӑ; епле-ха эсӗ: «Аҫуна кӑтарт пире» тетӗн? 10Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра, эсӗ ҫакна ӗненместӗн-им? || Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламастӑп; ӗҫсене Манра пурӑнакан Аттем Хӑй тӑвать. 11Ӗненӗр Мана: Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра; каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене кура ӗненӗр Мана. 12Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен Эпӗ тӑвакан ӗҫсене те тӑвӗ, вӗсенчен те ытларах тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Аттем патне каятӑп. 13Эсир Ман ятӑмпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, Аттем Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухтӑр тесе, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп. 14Эсир Манран Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп. 15Мана юрататӑр пулсан, Манӑн ӳкӗтсене уяса пурӑнӑр. 16Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн пата тепӗр Лӑплантаракана ярӗ, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех сирӗнпе пӗрле пулӗ. 17Вӑл — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, тӗнче Ӑна йышӑнма пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ӑна курмасть, пӗлмест те Ӑна; эсир Ӑна пӗлетӗр: Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнте пулӗ. 18Сире тӑлӑха хӑвармӑп; сирӗн пата килӗп. 19Вӑхӑт нумаях юлмарӗ, тӗнче Мана урӑх курмӗ ӗнтӗ; эсир вара Мана куратӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пурӑнатӑп, апла эсир те пурӑнатӑр. 20Ҫав кун эсир Эпӗ Аттем ӑшӗнчине, хӑвӑр Ман ӑшӑмрине, Эпӗ те сирӗн ӑшӑртине пӗлӗр вара. 21Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ; ӑна Эпӗ те юратӑп, ӑна Хамах курӑнӑп, тенӗ. 22Иуда, — Искариот мар, урӑххи, — калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! мӗнле-ха апла Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире анчах кӑтартасшӑн? тенӗ. 23Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ; Эпир вара ун патне пырӑпӑр та ун патӗнче пурӑнӑпӑр. 24Мана юратманни Манӑн сӑмахӑмсене пурӑнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах — Манӑн мар, Мана Яракан Аттемӗн. 25Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухне каларӑм. 26Аттем Ман ятӑмпа Ярасси — Лӑплантараканӗ, Таса Сывлӑш — сире пӗтӗмпе вӗрентсе ҫитерӗ, Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине пӗтӗмпе астутарӗ. 27Канӑҫлӑх парса хӑваратӑп сире, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп, Эпӗ тӗнче панӑ пек памастӑп сире. || Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр, ан хӑраччӑр. 28Эпӗ хӑвӑра: «сирӗн патӑртан каятӑп, анчах сирӗн пата килетӗп» тенине илтрӗр эсир. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ: «Аттем патне каятӑп» тенӗшӗн эсир савӑнӑттӑр, мӗншӗн тесессӗн Аттем Манран аслӑ. 29Акӑ ӗнтӗ Эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен вӑл пулса иртичченех, ҫавӑ килсе ҫитсен эсир ҫирӗп ӗненӗр тесе, малтанах каласа патӑм. 30Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ: ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ килет, Манра ун валли нимӗн те ҫук. 31Тӗнчен ҫакна пӗлмелле: Эпӗ Аттеме юрататӑп, ҫавӑнпа пурне те Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп. Тӑрӑр, каяр кунтан, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in