Иоанн ҫырнӑ Евангели 12
12
1Пасха уявӗ ҫитиччен ултӑ кун маларах Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ. 2Ун валли унта каҫхи апат хатӗрленӗ; Марфа хӑнасене пӑхнӑ, Иисуспа пӗрле кӗрекере ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ. 3Мария хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен хатӗрленӗ пӗр кӗрепенкке мирӑ илнӗ те Иисусӑн урине сӗрсе ӑна ҫӳҫӗпе шӑлнӑ; ӗнтӗ пӗтӗм пӳрте ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ. 4Вӗренекенӗсенчен пӗри, Симон ывӑлӗ Иуда Искариот, Иисуса тытса пама хатӗрленекенӗ, ҫавӑн чухне каланӑ: 5мӗншӗн-ха ку мирӑна сутса виҫҫӗр динари илес мар, укҫине кӗлмӗҫсене салатса парас мар? тенӗ. 6Ҫакна вӑл кӗлмӗҫсене пулӑшас тесе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ: ун ҫумӗнче укҫа арчи пулнӑ, унта мӗн янине вӑл илкелесех тӑнӑ. 7Иисус каланӑ: ан тивӗр ӑна; ку ҫӑва вӑл Мана пытарас кун валли упранӑ. 8Кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук, тенӗ. 9Иисус ӑҫтине пӗлсен иудейсем унта нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, вӗсем Иисуса ҫеҫ мар, Вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазаре те курасшӑн пулнӑ. 10Аслӑ священниксем ӗнтӗ Лазаре те вӗлерме сӑмах пӗтернӗ, 11мӗншӗн тесессӗн ӑна пула иудейсем нумайӑшӗ вӗсенчен пӑрӑнса Иисуса ӗненнӗ.
12Тепӗр кунне уява пынӑ темӗн чухлӗ халӑх, Иисус Иерусалима килет тенине илтсен, 13пальма турачӗсем тытса, Ӑна кӗтсе илме тухнӑ, вӗсем: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекенӗ, Израиль Патшийӗ мухтавлӑ! тесе кӑшкӑрнӑ. 14-15Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланса ларнӑ. Ку ӗнтӗ Ҫырура: «эй Сион хӗрӗ, ан хӑра! акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет» тесе ҫырнӑ пек пулнӑ. 16Унӑн вӗренекенӗсем ҫакна малтан ӑнланман; Иисус ҫинчен ҫапла ҫырнине, ҫакна хӑйсем Уншӑн тунине вӗсем Иисус мухтава тухсан тин астуса илнӗ. 17Ҫакӑн умӗн Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ халӑх Вӑл Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине каласа кӑтартнӑ; 18Иисус ҫав хӑвата тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна ҫапла кӗтсе илнӗ. 19Фарисейсем хӑйсем хушшинче калаҫнӑ: куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр — пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять, тенӗ.
20Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче темиҫе эллин та пулнӑ. 21Вӗсем Филипп патне пынӑ та (лешӗ Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ) унран ҫапла ыйтнӑ: ырӑ ҫыннӑмӑр! пирӗн Иисуса курасчӗ, тенӗ. 22Филипп ҫавӑн ҫинчен Андрее кайса калать; унтан Андрейпе Филипп ун ҫинчен Иисуса калаҫҫӗ. 23Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Этем Ывӑлӗн мухтава тухас вӑхӑчӗ ҫитрӗ. 24Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тулӑ пӗрчи ҫӗр ҫине ӳксе вилмесен пӗр пӗрчӗ халлӗнех юлать; вилсессӗн — нумай пӗрчӗ пултарать. 25Хӑйӗн чунне юратакан ӑна пӗтерет; ку тӗнчере хӑй чунне курайман ҫын ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварать. 26Маншӑн ӗҫлесе тӑракан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта — тарҫӑм та ҫавӑнта пултӑр; Маншӑн ӗҫлесе тӑракана Атте хисеплӗ. 27Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханать; мӗн калам-ши? Эй Аттем! ҫак сехетрен хӑтарсам Мана! анчах Эпӗ шӑпах ҫак сехетшӗн килнӗ.
28Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар! тенӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: мухтава кӑлартӑм, татах та мухтавлӑп, тенӗ сасӑ илтӗннӗ. 29Унта тӑракан халӑх ҫавна илтсен: аслати ку, тенӗ; тепӗрисем: Унпа ангел калаҫрӗ, тенӗ. 30Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: ку сасӑ Маншӑн мар, халӑхшӑн пулчӗ. 31Халӗ ҫак тӗнчене сут пулать; халӗ ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ. 32Эпӗ, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсен, пурне те Хам патӑма пуҫтарӑп, тенӗ. 33Ҫакна Вӑл Хӑй епле вилӗмпе вилессине пӗлтерсе каланӑ. 34Халӑх каланӑ Ӑна: Христос ӗмӗр-ӗмӗрех пулмалла — эпир ҫакна саккунран пӗлетпӗр; епле-ха Эсӗ Этем Ывӑлӗн ҫӳле ҫӗкленмелле тетӗн? Ҫав Этем Ывӑлӗ кам вӑл? тенӗ. 35Вара Иисус каланӑ вӗсене: ҫутӑ сирӗнпе пӗрле тата кӑшт анчах тӑрӗ; ҫутӑ пур чухне ҫӳрӗр, сӗмлӗх ан хупӑрлатӑр сире: сӗмлӗхре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест. 36Ҫутӑ хӑвӑрпа пӗрле чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ывӑлӗсем пулӑр, тенӗ. Ҫакна каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайнӑ, урӑх курӑнман вӗсене. 37Вӑл вӗсем умӗнче темӗн чухлӗ хӑват тунӑ, вӗсем ҫавах ӗненмен Ӑна. 38Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ, вӑл: «эй Ҫӳлхуҫа, пирӗнтен илтнине кам ӗненчӗ? Ҫӳлхуҫан хӑвачӗ кама курӑнчӗ?» тенӗ. 39Исаия вӗсем мӗншӗн ӗненме пултарайманни ҫинчен те каланӑ: 40«Турӑ вӗсен куҫне суккӑрлатнӑ, вӗсен чӗрине чул пек хытарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем куҫӗпе те курмаҫҫӗ, чӗрипе те ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем Ман енне ҫаврӑннӑ пулсассӑн, Эпӗ вӗсене сывататтӑм» тенӗ. 41Исаия Христос мухтавне курнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫапла каланӑ; вӑл Ун ҫинчен каланӑ. 42Ҫапах Иисуса пуҫлӑхсем те нумайӑшӗ ӗненнӗ, анчах та вӗсем, фарисейсем синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман: 43вӗсем ӗнтӗ этем мухтавне Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ. 44Иисус хытӑ сасӑпа каланӑ: Мана ӗненекен Мана мар, Мана Яракана ӗненет; 45Мана куракан Мана Яракана курать. 46Эпӗ — Мана ӗненекен пӗри те сӗмлӗхре ан юлтӑр тесе тӗнчене килнӗ ҫутӑ. 47Ман сӑмахӑма илтсе те Мана ӗненмен ҫынна Эпӗ айӑпламастӑп: Эпӗ тӗнчене айӑплама килмен, ӑна ҫӑлма килнӗ. 48Мана йышӑнман ҫыншӑн, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫыншӑн хӑйне тӳре пур: юлашки кун ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ. 49Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламарӑм; Эпӗ Хама янӑ Аттем мӗн хушнине турӑм, мӗн каламаллине, мӗнле каламаллине Мана Вӑл Хӑй каларӗ. 50Эпӗ пӗлетӗп: Вӑл мӗн хушни — ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем Хама мӗн каланине калатӑп, тенӗ.
Currently Selected:
Иоанн ҫырнӑ Евангели 12: CHB
Highlight
Share
Compare
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.