Еврейсене 3
3
1Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр: 2Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пек, Вӑл та Хӑйне Янӑскершӗн яланах шанчӑклӑ. 3Ҫурт лартаканӗ ҫуртӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Иисуса та Моисейрен ҫавӑн чухлӗ ытларах хисеплеме тивӗҫлӗ: 4кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ. 5Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан пек анчах пулнӑ, вӑл пӗлтерме кирлине пӗлтерсе тӑнӑ; 6Христос вара — Ашшӗ ҫуртӗнчи шанчӑклӑ Ывӑл; эпир вара — вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пулсассӑн, савӑнӑҫлӑ шанчӑка сыхласа хӑварсассӑн — Унӑн ҫурчӗ пулӑпӑр. 7-9Таса Сывлӑш ҫавӑн ҫинчен калать те: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр — аҫӑрсем Ман ӗҫӗмсене хӗрӗх ҫул курчӗҫ пулин те, Мана пушхирте сӑнарӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ. 10Ҫавӑнпа ҫав йӑха ҫиллентӗм те каларӑм: «вӗсем ялан аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ» терӗм; 11ҫавӑнпа ҫиллӗмпе тупа турӑм: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» терӗм» тет.
12Эй тӑванӑмсем, астӑвӑр, сирӗн кам та пулин ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ ан пултӑр, апла эсир чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса каятӑр. 13«Паян» теме май пур чухне куллен пӗрне-пӗри ӳкӗтлӗр: сирӗнтен нихӑшӗ те ҫылӑхпа улталанса хаярланса ан кайтӑр. 14Эпир ӗнтӗ Христоспа пӗрле пай илессисем пултӑмӑр, анчах пирӗн вӗҫне ҫитичченех малтанхи пекех ҫирӗп пулмалла. 15Ҫырура: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр» тенӗ. 16Унӑн сассине илтсе, камсем ӳпкелешнӗ-ха? Моисей Египетран илсе тухнисем мар-и? 17Хӗрӗх ҫул хушши Турӑ кама ҫилленнӗ-ха? Ҫылӑха кӗнисене, шӑмми-шакки пушхирех выртса юлнисене мар-и? 18Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ тесе, пӑхӑнманнисем ҫинчен тупа тумасассӑн, кам ҫинчен тупа тунӑ тата? 19Ҫапла ӗнтӗ вӗсем ӗненмен пирки канӑҫлӑха кӗрейменни паллӑ.
Currently Selected:
Еврейсене 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.