1
Еврейсене 3:13
БИБЛИ
CHB
«Паян» теме май пур чухне куллен пӗрне-пӗри ӳкӗтлӗр: сирӗнтен нихӑшӗ те ҫылӑхпа улталанса хаярланса ан кайтӑр.
Compare
Explore Еврейсене 3:13
2
Еврейсене 3:12
Эй тӑванӑмсем, астӑвӑр, сирӗн кам та пулин ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ ан пултӑр, апла эсир чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса каятӑр.
Explore Еврейсене 3:12
3
Еврейсене 3:14
Эпир ӗнтӗ Христоспа пӗрле пай илессисем пултӑмӑр, анчах пирӗн вӗҫне ҫитичченех малтанхи пекех ҫирӗп пулмалла.
Explore Еврейсене 3:14
4
Еврейсене 3:7-9
Таса Сывлӑш ҫавӑн ҫинчен калать те: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр — аҫӑрсем Ман ӗҫӗмсене хӗрӗх ҫул курчӗҫ пулин те, Мана пушхирте сӑнарӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ.
Explore Еврейсене 3:7-9
5
Еврейсене 3:1
Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр
Explore Еврейсене 3:1