Еврейсене 4
4
1Ҫавӑнпа пирӗн акӑ мӗнрен сыхланмалла: Турӑ сӑмах панипе Унӑн канӑҫлӑхне кӗме май пур вӑхӑтрах сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗме ӗлкӗреймесӗр ан юлтӑр. 2Лешӗсене пӗлтернӗ пек, пире те Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, анчах ҫав сӑмах вӗсене усӑ кӳмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӑна ӗненмесӗр итленӗ. 3Канӑҫлӑха эпир, ӗненекенсем, кӗретпӗр, Вӑл Хӑйӗн ӗҫӗсене тӗнче пуҫламӑшӗнчех туса пӗтернӗ пулсан та ҫапла каланӑ: «ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑха кӗреймӗҫ, терӗм» тенӗ. 4Ҫиччӗмӗш кун ҫинчен Ҫырура пӗр тӗлте ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне туса пӗтерсе, Турӑ ҫиччӗмӗш куна канлӗхлӗ тунӑ» тенӗ. 5Тепӗр тӗлте тата: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» тенӗ — 6ҫакна ӗнтӗ унччен Ырӑ Хыпара илтнӗ, анчах та ӗненменнине пула канӑҫлӑх тупайманнисем ҫинчен каланӑ. Хӑшӗсен унта ӳлӗмрен кӗмелле пулӗ. 7Турӑ вӗсем валли тата урӑх кун — «паянхине» — кӑтартса хунӑ; чылай вӑхӑтран Вӑл Давид урлӑ ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене каланӑ: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ан хаярлатӑр» тенӗ. 8Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх панӑ пулсассӑн, Турӑ кайран урӑх кун ҫинчен каламан та пулӗччӗ. 9Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ халӑхӗн шӑматкун канӑҫлӑхне тупасси малта-ха. 10Турӑ Хӑй ӗҫӗсенчен каннӑ пек, Унӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын та хӑй ӗҫӗсенчен канать.
11Ҫапла ӗнтӗ ҫав канӑҫлӑха кӗме тӑрӑшар, пӑхӑнман ҫынсенчен тӗслӗх илсе, вӗсем пек пулса каяр мар. 12Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать, вӑл — икӗ ҫивчӗшлӗ кирек мӗнле хӗҫрен те вичкӗнрех: вӑл чунпа сывлӑш витӗр, тӑл-пӳ пайӗсемпе миме витӗр тухать, чӗрери шухӑш-ӗмӗте те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. 13Мӗн пултарни пӗри те Турра курӑнмасӑр тӑраймасть, Унӑн куҫӗ умӗнче пурте янках уҫӑ, пурте алӑ тупанӗ ҫинчи пек. Унӑн умӗнче явап тытӑпӑр.
14Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн ҫӳлӗрен ҫӳлӗ тӳпене ҫӗкленнӗ Чи Аслӑ Священникӑмӑр пур; Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ Иисус. Апла хамӑр тӗне ҫирӗп тытса тӑрар. 15Пирӗн Чи Аслӑ Священникӑмӑр эпир халсӑррине пӗлмесӗр хӗрхенме пултарайманскер мар, Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, ҫылӑха ҫеҫ кӗмен. 16Ҫавӑнпа ӗнтӗ Унӑн тивлетлӗ аслӑ вырӑнӗ патне хӑюллӑ пырар, кирлӗ вӑхӑтра Вӑл пире хӗрхенсе тивлетне парса пулӑшӗ.
Currently Selected:
Еврейсене 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.