Еврейсене 2
2
1Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ҫулран пӑрӑнас мар тесессӗн, хамӑр мӗн илтнине пирӗн ҫирӗп астуса тӑрас пулать. 2Ангелсем урлӑ пӗлтернӗ сӑмах хӑватлӑ пулнӑ пулсан, ӑна итлемесӗр-тумасӑр хӑварнӑшӑн ялан тивӗҫлипе тавӑрнӑ пулсан, 3ҫав тери пысӑк ырӑлӑхшӑн — аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн — тӑрӑшмасан, эпир епле хӑтӑлса юлӑпӑр? Ун ҫинчен малтан Ҫӳлхуҫа Хӑй каласа пӗлтернӗ, кайран пире ҫакна Ӑна илтнисем ҫирӗплетсе панӑ; 4тата Турӑ паллӑсем, кӗтретсем, тӗрлӗ хӑватсем кӑтартса, Хӑй ирӗкӗпе пире Таса Сывлӑш ырӑлӑхне парса ҫак ҫӑлӑнӑҫ чӑн иккенне ӗнентернӗ.
5Эпир асӑнакан пулас тӗнчене Турӑ ангелсене пӑхӑнтарман-ҫке, 6апла тума мар-ха, тахӑшӗ пӗр тӗлте ҫапла каласа пӗлтернӗ: «ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асӑнтан ямастӑн. Мӗнех вара этем ывӑлӗ? Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн. 7Эсӗ ӑна вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн, ӑна мухтавпа хисеп кӳрсе чысларӑн; Хӑвӑн аллу мӗн пултарнине пӗтӗмпех ӑна патӑн, 8пурне те пӑхӑнтарса, ун ури айне турӑн» тенӗ. Пурне те этеме пӑхӑнтарнӑ пулсан, апла ӑна пӑхӑнтарманни нимӗн те ҫук. Халлӗхе пурне те этеме пӑхӑнтарнине курмастпӑр-ха. 9Анчах та эпир пӗр авкана ангелсенчен кӗҫӗне юлнӑ Иисуса, Турӑ тивлечӗпе пирӗншӗн асапланса вилнӗскере, халӗ мухтава кӑларнине, чыслӑ-хисеплӗ тунине куратпӑр. 10Ҫапла пулмалла пулнӑ та: пурне те пултарнӑ Турӑ, — ӗнтӗ пурте Унӑн, — Хӑйӗн ывӑлӗсене нумайӑшне мухтав патне ертсе пынӑ чухне ҫавсене Ҫӑлӑнӑҫ Паракана асап урлӑ асла кӑларнӑ. 11Тасатаканӗ те, тасалаканӗсем те пурте — пӗр Аттерен; ҫавӑнпа Тасатаканӗ ҫынсене тӑванӑмсем теме вӑтанмасть, 12Вӑл ҫапла каланӑ: «Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекенсем хушшинче Сана мухтаса юрлӑп» тенӗ. 13Тата: «Эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп» тенӗ, тата: «акӑ Эпӗ тата Мана Турӑ панӑ ачамсем» тенӗ. 14Ӗнтӗ ачисем ӳтпе юнран пулнӑран Вӑл та вӗсем пекех ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ, ҫакна Вӑл вилӗм пуҫлӑхне, шуйттана, Хӑйӗн вилӗмӗпе ҫӗнтермешкӗн 15тата вилӗмрен хӑранипе хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех чуралӑхра пурӑнакансене хӑтармашкӑн тунӑ. 16Унӑн ангелсене мар, Авраам йӑхне ҫӑлмалла пулнӑ. 17Халӑх ҫылӑхне каҫарттарма Турӑ умӗнче хӗрхенекен кӑмӑллӑ, шанчӑклӑ Аслӑ Священник пулмашкӑн Унӑн пур тӗлӗшпе те тӑванӗсем евӗрлӗ пулмалла пулнӑ. 18Вӑл Хӑй асап курнӑ, тӳснӗ, ҫавӑнпа асапланакансене пулӑшма пултарать.
Currently Selected:
Еврейсене 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.