Еврейсене 13
13
1Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр; 2ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр: хӑшӗсем ангелсене ҫул ҫӳрекенсем тесе пӗлмесӗрех хӑна туса янӑ. 3Тӗрмерисене — вӗсемпе пӗрле хӑвӑр та тӗрмере ларнӑ пек — асӑрта тытӑр, асап куракансене те — вӗсемпе пӗрле хӑвӑр та асап тӳснӗ пек — астуса тӑрӑр.
4Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр, выртан вырӑн айӑпсӑр пултӑр; ясаррисене, аскӑнчӑксене Турӑ сут тӑвать. 5Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Турӑ Хӑех каланӑ: «сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» тенӗ. 6Ҫавӑнпа эпир хӑюллӑнах: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?» тетпӗр.
7Хӑвӑра вӗрентекенсене ан манӑр, вӗсем сире Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ; вӗсем епле пурӑннине, епле вилнине пӗлсе тӑрса, вӗсем ӗненнӗ пек ӗненме тӑрӑшӑр. 8Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫав-ҫавах. 9Тӗрлӗ вӗрентӳ, суя вӗрентни хыҫҫӑн ан кайӑр; чӗрене тивлетпе кӑна тӗреклӗлентерме пулать, ӑна мӗн ҫимеллипе мӗн ҫимелле маррине пӗлсе тӑнипе тӗреклӗлентерме ҫук, ҫавна туса никам та усӑ курман-ха. 10Пирӗн хамӑрӑн парне вырӑнӗ пур, ун ҫине кӳнине кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлекенсен ҫиме ирӗк ҫук. 11Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑхсен юнне илсе кӗрет, выльӑхӗсен ӳтне вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ. 12Ҫавӑн пекех Иисус та Хӑй Юнӗпе ҫынсене тасатмашкӑн хула хапхи тулашӗнче асапланнӑ.
13Эппин, эпир те Ун патне тапӑр тулашне тухар, Вӑл курнӑ мӑшкӑла тӳсер; 14пирӗн кунта ялан пурӑнас хула ҫук — эпир ҫитес ӗмӗрти хулана шыратпӑр. 15Ҫапла ӗнтӗ Иисус урлӑ Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар — вӑл Туррӑн ятне мухтакансенӗн парни пултӑр. 16Ырӑлӑх тума ан манӑр, пӗрне-пӗри пур тӗлӗшпе те пулӑшса тӑрӑр — Турра ҫавӑн пек парне кӑмӑллӑ.
17Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла; ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар.
18Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: эпир хамӑр чунӑмӑра таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр. 19Манӑн сирӗн пата часрах таврӑнмалла пултӑрччӗ, пуринчен ытла ҫавӑншӑн кӗлтума ыйтатӑп. 20Канӑҫлӑх Турри — ӗмӗрлӗх халал Юнӗпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑра, сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫне, вилӗмрен чӗртсе тӑратаканӗ — 21сире Хӑйӗн ирӗкӗпе кирек мӗнле ырӑ ӗҫ валли те хатӗрлесе ҫитертӗр, Иисус Христос урлӑ Вӑл сире Хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тутарса тӑтӑр; Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр! Аминь.
22Эй тӑванӑмсем, сире тархаслатӑп: ҫак ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсене йышӑнӑр эсир; ҫырасса та эпӗ сире нумай та ҫырмарӑм. 23Пӗлӗр ӗнтӗ: пирӗн Тимофей тӑванӑмӑра ирӗке кӑларнӑ; вӑл кӗҫех килес пулсассӑн, эпӗ те унпа пӗрле сире пырса курӑп.
24Хӑвӑра вӗрентекенсене тата сӑваплӑ ҫынсене пурне те салам калӑр. Италирисем сире салам яраҫҫӗ.
25Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.
Currently Selected:
Еврейсене 13: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.