YouVersion Logo
Search Icon

Еврейсене 12

12
1-2Ҫапла хамӑр тавра кӳнтеленсем пӗлӗт пек тӑруҫӑн, эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та, хамӑра такӑнтаракан ҫылӑхран хӑтӑлар та, хамӑр умӑрта яланах Иисуса — хамӑр тӗн Пуҫлӑхне, тӗне туса ҫитернӗ Иисуса — курса тӑрса, ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар. Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ, халӗ вара Туррӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енче ларать. 3Халӑр пӗтесрен, чунӑр хастарлӑхӗ каясран эсир Хӑйне ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫав тӗрлӗ мӑшкӑл тунине Тӳснӗскерӗ ҫинчен шухӑшлӑр. 4Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха, 5эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 6Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ. 7Турӑ сире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурса хаса парать. Ара, ашшӗ хӗнемен ача, пӗр ача та пулин, пур-и? 8Ывӑлсене пурне те хаса параҫҫӗ, эхер те сире ун пек туман пулсассӑн, апла эсир тӑван ывӑлсем мар, ют ачасем пулатӑр. 9Хамӑра ҫуратнӑ атте-анне пире ҫапла хаса парса вӗрентнӗшӗн эпир вӗсене хисеплетпӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулас тесе, чунӑмӑрсен Ашшӗне пирӗн тата ытларах пӑхӑнмалла мар-и? 10Атте-анне пире ҫапла хӑйсен ирӗкӗпе хаса парса ҫӗр ҫинчи кӗске пурӑнӑҫ валли хатӗрлетчӗ; Турӑ вара пире усӑ парасшӑн, Вӑл пире Хӑйӗн тасалӑхне пая кӗмелле пулччӑр тесе хаса парать. 11Кирек мӗнле хаса та халӗ савӑнтармасть, хурлантарать ҫеҫ, анчах та хаса курса вӗренсе ҫитнисем кайран сӑваплӑ пурӑнӑҫӑн канлӗ уссине кураҫҫӗ. 12Ҫавӑнпа ӗнтӗ лапсӑрах кайнӑ аллӑрсене ҫӗклӗр, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫийӗрсене тӗреклӗлетӗр, 13тӳрӗ ҫулпа ҫӳрӗр — уксахлакан ура пӑрӑнса ан кайтӑр, тӳрлентӗр. 14Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма, таса пурӑнма тӑрӑшӑр, унсӑрӑн никам та Ҫӳлхуҫана кураймӗ. 15Астӑвӑр — кам та пулин Турӑ тивлечӗсӗр тӑрса ан юлтӑр; пӗр-пӗр йӳҫӗ тымар хунав кӑларса сиен ан кӳтӗр, нумайӑшне ан ирсӗрлеттӗр; 16сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫын е Исав пек усал ҫын ан пултӑр, ҫавӑ пӗрре ҫиесшӗн хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ. 17Эсир пӗлетӗр: вӑл ӗнтӗ кайран пиллӗх илесшӗн пулнӑ, анчах ӑна пиллемен; куҫҫулӗпе йӗрсе йӑлӑнсан та вӑл ашшӗн кӑмӑлне ҫавӑрайман.
18Эсир вут-ҫулӑмпа ялкӑшса тӑракан ту патне килмен, хура пӗлӗт патне, сӗмлӗх патне, ҫил-тӑвӑл патне килмен, 19трупа сасси ҫывӑхне, калаҫакан сасӑ патне пырса тӑман; ҫав сӑмахсене илтекенсем йӑлӑнса каланӑ: «ку сӑмах пире ан илтӗнтӗрччӗ» тенӗ, 20мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн хӑйсене: «тӑва сӗртӗнсен, тискер кайӑка та чулпа персе вӗлермелле е ухӑпа персе вӗлермелле» тенине тӑнламашкӑн хал та ҫитмен; 21ун чухне курӑнни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, Моисей хӑй те: «эпӗ хӑраса, чӗтресе тӑратӑп» тенӗ. 22Эсир халӗ Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Туррӑн хули патне, тӳпери Иерусалим патне пырса тӑтӑр, савӑнса тӑракан имсӗр-сумсӑр ангелсем патне, 23тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ патне, пурне те сут тӑвас Турӑ патне, пӗтӗмпех ырӑ пулса ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем патне, 24пире ҫӗнӗ халал урлӑ Турӑпа пӗрлештернӗ Иисус патне, Авель юнӗнчен кӑмӑллӑрах каласа тӑракан юхтарнӑ Юн патне пырса тӑтӑр. 25Астӑвӑр, хӑвӑра калаканран ан пӑрӑнӑр. Лешӗсем ҫӗр ҫинче Калакана итлеменшӗн те асапран хӑтӑлайман пулсан, тӳперен Калаканран пӑрӑнсассӑн вара эпир нимӗнле те хӑтӑлаймӑпӑр. 26Ун чухне Унӑн сасси ҫӗре чӗтрентернӗ, халӗ Вӑл ҫапла каласа хунӑ: «тепӗр хутӗнче ҫӗре кӑна мар, тӳпене те чӗтрентерӗп» тенӗ. 27«Тепӗр хутӗнче» тенӗ сӑмах кисренменни ҫеҫ юлтӑр тесе, кисренекеннине, пултарнӑскере, улӑшӑнтарнине пӗлтерет. 28Ҫапла ӗнтӗ эпир кисренми патшалӑха илнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе Турра тав тӑвар, Турра мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек — Унран хӑраса, Ӑна хисеплесе — ӗҫлесе тӑрар: 29пирӗн Туррӑмӑр — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм.

Currently Selected:

Еврейсене 12: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in