Канӑҫлӑх Турри — ӗмӗрлӗх халал Юнӗпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑра, сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫне, вилӗмрен чӗртсе тӑратаканӗ — сире Хӑйӗн ирӗкӗпе кирек мӗнле ырӑ ӗҫ валли те хатӗрлесе ҫитертӗр, Иисус Христос урлӑ Вӑл сире Хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тутарса тӑтӑр; Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр! Аминь.