YouVersion Logo
Search Icon

Ӳлӗмхи 1

1
1Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ. Иисус Христос вара ҫавна Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ; 2Иоанн ӗнтӗ Турӑ сӑмахне, Иисус Христос пӗлтернине, хӑй мӗн курнине каласа панӑ. 3Ҫакӑ ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене вулакан, вуланине итлесе тӑракансем, унта мӗн ҫырнине уяса тӑракансем телейлӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑхӑт ҫывӑх.
4-5Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, 6пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь. 7Акӑ Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килет, Ӑна пур куҫ та курӗ, Ӑна хӑйсем чиксе шӑтарнисем те курӗҫ; вара Ун умӗнче ҫӗр ҫинчи йӑхсем пурте йӗрсе ярӗҫ. Ку чӑн, аминь.
8Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Альфа, Омега, Пуҫламӑшӗ те, Вӗҫӗ те; Эпӗ — Пурри, Яланах Пулни, Килесси, Пурне те Тытса Тӑраканӗ, тет.
9Эпӗ, сирӗн Иоанн тӑванӑр, Иисуспа пӗрлескер, сирӗнпе пӗрле Патшалӑхшӑн, Иисус Христосшӑн пӗтӗм хӗн-хура тӳснӗскер, Патмос теекен утрав ҫинче пултӑм — мана унта Турӑ Сӑмахӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗшӗн ячӗҫ. 10Ҫӳлхуҫа кунӗнче мана Турӑ Сывлӑшӗ ҫавӑрса илнӗччӗ, ҫавӑн чухне эпӗ хам хыҫра трупа сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: 11мӗн куратӑн, ҫавна кӗнекене ҫыр та Асийӑри ӗненекен ушкӑнсене (Чиркӳсене) — Эфес, Смирна, Пергам, Фиатира, Сардис, Филадельфи тата Лаодики хулисене — яр, терӗ. 12Эпӗ хампа кам калаҫнине пӗлесшӗн каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм; ҫаврӑнса пӑхсассӑн ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм; 13ҫичӗ ҫутаткӑҫ варринче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ; Вӑл подир#1:13 Иудейсен аслӑ священникӗсем тата патшисем тӑхӑнакан вӑрӑм тумтир. тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ. 14Пуҫӗ те, ҫӳҫӗ те Унӑн шурӑ ҫӑм пек, юр пек шап-шурӑччӗ; куҫӗсем вут ҫулӑмӗ пекехчӗ. 15Урисем кӑмакара хӗртнӗ пӑхӑр евӗрлӗччӗ; сасси вара темӗн чухлӗ шыв кӗрленӗ евӗрлӗччӗ. 16Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ; ҫӑварӗнчен икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ. 17Ӑна курсассӑн эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вӑл Хӑйӗн сылтӑм аллине ман ҫине хучӗ те каларӗ мана: ан хӑра: Эпӗ — Малтанхи, Кайранхи, 18Эпӗ чӗрӗ; Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ, аминь. Тамӑкпа вилӗм уҫҫисем Манра. 19Ӗнтӗ ху мӗн курнине, халӗ мӗн пуррине, ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур. 20Эсӗ Манӑн сылтӑм аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑрпа ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр — ҫичӗ Чиркӗвӗн ангелӗсем пулаҫҫӗ; эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ — ҫичӗ Чиркӳ пулать.

Currently Selected:

Ӳлӗмхи 1: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in