YouVersion Logo
Search Icon

Еврейсене 11

11
1Ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни, курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни. 2Шӑпах ӗнтӗ ӗненнӗшӗн Турӑ пирӗн аттемӗрсене ырланӑ. 3Тӗнче Турӑ сӑмахӗпе пулнине, мӗн курӑнаканни пурте курӑнманнинчен пулнине эпир ӗненнине пула пӗлетпӗр. 4Ӗненнипе Авель Турра Каинӑннинчен юрӑхлӑрах парне кӳнӗ; ҫавӑн пек ӗненнипе Турӑ унӑн парнине кӑмӑлланӑ, ҫапла Авель тӳрӗ ҫын пулнине ҫирӗплетсе панӑ; Авель хӑй вилнӗ пулсассӑн та, вӑл ҫапла ӗненнине пула халӗ те калаҫать. 5Ӗненнӗшӗн Турӑ Еноха виличченех тӳпене куҫарнӑ; ӑна вара никам та курман, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ; хӑй Турра юранине ӑна хӑйне куҫаричченех пӗлтернӗ. 6Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла. 7Курӑнмасӑр килекен асап ҫинчен хӑйне пӗлтерсен, Ной, чунтан-вартан ӗненсе, хӑй кил-йышне ҫӑлма карап хатӗрленӗ; хӑй ӗненнипе вӑл пӗтӗм тӗнчене айӑпа хӑварнӑ, хӑй вара ӗненнине кура тӳрре тухнӑ ҫын пулса тӑнӑ. 8Хӑйне пулас ҫӗре кайма хушнине Авраам ӗненнипе итленӗ, вара хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗрех тухса кайнӑ. 9Ӗненнипех вӑл, ют ҫӗртен пырса, хӑйне пама пулнӑ ҫӗрте пурӑнма пуҫланӑ, унта Исаакпа тата Иаковпа — пама асӑннине илесскерсемпе — чатӑрта пурӑннӑ. 10Авраам ӗнтӗ Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ. 11Ача ҫуратман Сарра та, ӗненнине пула, йывӑр ҫын пулма пултарнӑ, ватӑлса ҫитнӗскер, ача ҫуратнӑ — вӑл ӗнтӗ Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ пулнине пӗлсе тӑнӑ. 12Ҫапла ӗнтӗ пӗр ҫынтанах, ватӑлса ҫитнӗскертенех, тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ этем ҫуралнӑ.
13Ҫав ҫынсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ. Мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илмен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ, хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ. 14Ҫапла калакансем хӑйсем чӑн тӑван ҫӗршывне шыранине пӗлтереҫҫӗ. 15Вӗсем хӑйсем тухса кайнӑ ҫӗршыва асра тытнӑ пулсан, вӗсенӗн каялла таврӑнма вӑхӑт пулнӑ; 16анчах вӗсем ырӑраххине — тӳперине — шыранӑ; ҫавӑнпа Турӑ та Хӑйне вӗсенӗн Турри тесе калама вӑтанмасть: Вӑл вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.
17Авраам ӗненнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне вӑл, ӗненнине пула, Исаака парнене кӳме хатӗр пулнӑ: 18вӑл пӗртен-пӗр ывӑлне — хӑйне ун пирки: «санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ» тенӗ пулин те — парнене кӳнӗ. 19Авраам ӗнтӗ Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилӗмрен те чӗртме пултарать тесе шухӑшланӑ, ҫавӑнпа ӑна малашнехине пӗлтерсе ывӑлне каялла панӑ. 20Исаак та ӗненнӗ, Иаковпа Исава пилленӗ чухне вӑл вӗсен пуласлӑхне шанса пилленӗ. 21Иаков та ӗненнӗ, хӑй вилес умӗн Иосифӑн ывӑлӗсене пилленӗ чухне вӑл, хӑйӗн туйи ҫине таянса, Турӑ умӗнче тайӑлса илнӗ. 22Ӗненнине пулах Иосиф хӑй вилнӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Египетран тухасси ҫинчен астутарнӑ, хӑйӗн шӑмми-шакки пирки те каласа хӑварнӑ. 23Моисей ҫуралсассӑн, ӗненнипе ашшӗ-амӑшӗ ӑна виҫӗ уйӑх пытарса усранӑ; ачи питӗ илемлине курса, вӗсем патша хушӑвӗнчен те хӑраман. 24Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; 25ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; 26Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ. 27Ӗненнипе вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑр Египетран пӑрахса кайнӑ: Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ. 28Пӗтерсе ҫӳрекен ангел Израилӗн малтан ҫуралнисене ан тивтӗр тесе, ӗненнипе, Моисей Пасха ирттернӗ, юн сирпӗтсе тухнӑ. 29Ӗненнипе вӗсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ пек каҫса кайнӑ; Египет ҫыннисем вара каҫма тытӑнсан шыва путнӑ. 30Израильсем, ӗненсе, Иерихон тавра ҫичӗ кунччен ҫавӑрӑнсассӑн, хӳми хӑех ишӗлсе аннӑ. 31Ӗненнипе аскӑн арӑм Раав пӑхса ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, кайран вӗсене урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ, вара ӗненмен ҫынсемпе пӗрле пӗтмен. 32Тата мӗн калам? Гедеонпа Варак ҫинчен, Самсонпа Иеффай ҫинчен, Давидпа Самуил ҫинчен тата ытти пророксем ҫинчен каласа парас тесессӗн, манӑн вӑхӑт та ҫитеес ҫук. 33Ӗненнипе вӗсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳррипе сут туса пурӑннӑ, Турӑ пама пулнисене илнӗ, арӑслансен ҫӑварне хуптарнӑ, 34хӑватлӑ вут-ҫулӑма сӳнтернӗ, ҫивӗч хӗҫрен хӑтӑлнӑ; халсӑрлӑх хыҫҫӑн вӑй илнӗ, вӑрҫӑра ҫирӗп пулнӑ, ют халӑх ҫарӗсене хӑвала-хӑвала янӑ. 35Ӗненнипе хӑш-пӗр арӑмсенӗн вилнӗ ывӑлӗсем чӗрӗлсе тӑнӑ; хӑшӗсене вара асаплантарса вӗлернӗ — ырӑ пурӑнӑҫа кӗме чӗрӗлсе тӑрасшӑн, вӗсем хӑйсене асапсенчен хӑтарма та ыйтман; 36хӑшӗсене мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ, сӑнчӑрланӑ, тӗрмене хупнӑ, 37хӑшӗсене тата чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчӑкӑпа касса татнӑ, тискерле асаплантарнӑ, хӗҫпе касса вӗлернӗ. Тем тӗрлӗ йывӑрлӑха, хӗн-хура, хӗсӗрленине тӳснӗ, вӗсен килӗ-ҫурчӗ те пулман, ҫири тумӗ те сурӑх тирӗпе качака тирӗ ҫеҫ пулнӑ; 38пӗтӗм тӗнче хӑйсен тӗшне тӑман ҫынсем пушхирсенче, тусем ҫинче, ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑннӑ. 39Ҫавсем, ӗненсе чапа тухнӑскерсем, Турӑ пама пулнине пӗри те илмен-ха, 40мӗншӗн тесессӗн Турӑ пирӗн валли лайӑхран лайӑх шутласа хунӑ: илес ырӑлӑх патне вӗсен пирӗнпе пӗрле ҫитмелле.

Currently Selected:

Еврейсене 11: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in