YouVersion Logo
Search Icon

Еврейсене 10

10
1Саккун вӑл пулас ырӑлӑхсенӗн чӑн сӑнарӗ мар, вӗсенӗн ӗмӗлки анчах; саккун хушнипе ҫуллен-ҫул, ялан парне кӳрсе тӑраҫҫӗ пулин те, ҫакӑн урлӑ саккун парне паракансене нихӑҫан та пӗтӗмпех ырӑ туса ҫитереймест. 2Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, парне кӳме чарӑнӗччӗҫ: парне кӳрекенсем пӗрре йӑлтах тасалӗччӗҫ те хӑйсене айӑплӑ туйми пулӗччӗҫ. 3Ҫуллен парне кӳни вӗсенӗн ҫылӑхӗсене астутарса тӑрать: 4пӑру юнӗпе качака юнӗ ҫылӑхсене пӗтерме пултараймасть. 5Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос тӗнчене килсессӗн ҫапла калать: «пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, Эсӗ Ман валли ӳт хатӗрлерӗн. 6Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем те Сана юрӑхлӑ мар. 7Вара Эпӗ каларӑм: «эй Туррӑм, Ман ҫинчен кӗнекере ҫырнӑ пек, Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн акӑ Эпӗ Хам каятӑп, терӗм» тет. 8Малтан Вӑл: «саккун тӑрӑх пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, вӗсене кӑмӑл та тумарӑн» тенӗ; 9унтан ҫапла хушса каланӑ: «эй Туррӑм, акӑ Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫлама каятӑп» тенӗ. Ҫапла кайранхине ҫирӗплетес тесе малтанхине пӑрахӑҫа кӑларать. 10Ҫав ирӗке пурӑнӑҫланипе эпир Иисус Христос Хӑй ӳтне пӗр хут парнене кӳнипе тасалнӑ. 11Кирек хӑш священник та куллен кӗлӗре тӑрать, темиҫе хут та пӗр пек парнесем кӳрет, анчах та ҫав парнесем нихӑҫан та ҫылӑхсене пӗтереймеҫҫӗ. 12Ку Священник вара пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗр парне кӳнӗ те ӗмӗрлӗхе Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, 13кайран Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑйӗн ури айне тӑвассине кӗтме пуҫланӑ. 14Тасалмалли ҫынсене Вӑл пӗрре парне кӳнипех ӗмӗрлӗхе тап-таса тунӑ. 15Ҫакӑн ҫинчен пире Таса Сывлӑш та пӗлтерсе тӑрать. Ҫавӑнпа каланӑ та: 16«акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа; Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн чӗринех кӗртсе лартӑп, вӗсенӗн ӑсне-тӑннех ҫырса хурӑп, 17вӗсенӗн ҫылӑхӗсене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ. 18Ҫылӑхсене каҫарсан, вӗсемшӗн парне кӳме те кирлӗ мар.
19Эй тӑвансем, ҫапла ӗнтӗ Иисус Христос Юнӗ урлӑ пирӗн ҫӗнӗ ҫулпа, чӗрӗлӗх ҫулӗпе сӑваплӑ вырӑна кӗме шанчӑк пур; 20ҫав ҫӗнӗ ҫула пире Иисус чаршав урлӑ — Хӑйӗн Ӳчӗ урлӑ — уҫса панӑ. 21Пирӗн мухтавлӑ Аслӑ Священникӑмӑр Турӑ ҫуртне пӑхса тӑрать, 22таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе, чун-чӗремӗре пур тасамарлӑхран та тасатса, ӳтӗмӗре таса шывпа ҫуса ҫавӑнта ҫывӑхарар, 23хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен эпир пӗр иккӗленмесӗр, уҫҫӑн калатпӑр, мӗншӗн тесессӗн Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ. 24Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. 25Хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ; ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар.
26Чӑнлӑха пӗлсе ҫитсессӗн те эпир пӗрех ҫылӑха кӗрсе пурӑнатпӑр пулсан, ҫылӑх каҫарттармалли урӑх парне ҫук ӗнтӗ; 27сут пулассине, хирӗҫ тӑракансене пӗтерме хатӗр тӑракан хаяр вут-ҫулӑма хӑраса кӗтсе тӑрасси ҫеҫ юлать вара. 28Хӑвӑрах шухӑшласа илӗр: Моисей саккунне пӑсакан ҫынна — унӑн айӑпне икӗ е виҫӗ кӳнтелен кӑтартса парсассӑн — пӗр хӗрхенмесӗр вӗлереҫҫӗ пулсан, 29Турӑ Ывӑлне хисепе хуман ҫын, ҫӗнӗ халал Юнне — хӑйне тасатнӑ Юна — нимӗн вырӑнне хуман ҫын, тивлет паракан Сывлӑша хурлакан ҫын мӗн тери йывӑр асап курма тивӗҫлӗ! 30«Хирӗҫ тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Хам тавӑрӑп» тесе Калакана пӗлетпӗр эпир. Тата ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне сут тӑвӗ» тенӗ. 31Чӗрӗ Турӑ аллине лекме питӗ хӑрушӑ!
32Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр: 33е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр; 34эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр. 35Ҫапла ӗнтӗ шанса тӑма ан пӑрахӑр: уншӑн сире пысӑк ырӑлӑх пулӗ. 36Туррӑн ирӗкне туса ҫитерсе, пама асӑннине илмешкӗн сире тӳсӗмлӗх кирлӗ. 37«Тата кӑштах, кӑштах ҫеҫ кӗтмелле — Килекенни килӗ, Вӑл тӑхтаса тӑмӗ! 38Тӳрӗ ҫын ӗненнипе чӗрӗ пулӗ, Манӑн чунӑм иккӗленекен ҫынна юратмасть». 39Эпир — иккӗленсе пӗтсе ларас ҫынсем мар, эпир чунӑмӑр ҫӑлӑнасса ӗненсе тӑратпӑр.

Currently Selected:

Еврейсене 10: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in