1
Еврейсене 11:1-2
БИБЛИ
CHB
Ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни, курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни. Шӑпах ӗнтӗ ӗненнӗшӗн Турӑ пирӗн аттемӗрсене ырланӑ.
Compare
Explore Еврейсене 11:1-2
2
Еврейсене 11:6
Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла.
Explore Еврейсене 11:6
3
Еврейсене 11:3
Тӗнче Турӑ сӑмахӗпе пулнине, мӗн курӑнаканни пурте курӑнманнинчен пулнине эпир ӗненнине пула пӗлетпӗр.
Explore Еврейсене 11:3
4
Еврейсене 11:8-9
Хӑйне пулас ҫӗре кайма хушнине Авраам ӗненнипе итленӗ, вара хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗрех тухса кайнӑ. Ӗненнипех вӑл, ют ҫӗртен пырса, хӑйне пама пулнӑ ҫӗрте пурӑнма пуҫланӑ, унта Исаакпа тата Иаковпа — пама асӑннине илесскерсемпе — чатӑрта пурӑннӑ.
Explore Еврейсене 11:8-9
5
Еврейсене 11:7
Курӑнмасӑр килекен асап ҫинчен хӑйне пӗлтерсен, Ной, чунтан-вартан ӗненсе, хӑй кил-йышне ҫӑлма карап хатӗрленӗ; хӑй ӗненнипе вӑл пӗтӗм тӗнчене айӑпа хӑварнӑ, хӑй вара ӗненнине кура тӳрре тухнӑ ҫын пулса тӑнӑ.
Explore Еврейсене 11:7
6
Еврейсене 11:5
Ӗненнӗшӗн Турӑ Еноха виличченех тӳпене куҫарнӑ; ӑна вара никам та курман, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ; хӑй Турра юранине ӑна хӑйне куҫаричченех пӗлтернӗ.
Explore Еврейсене 11:5
7
Еврейсене 11:4
Ӗненнипе Авель Турра Каинӑннинчен юрӑхлӑрах парне кӳнӗ; ҫавӑн пек ӗненнипе Турӑ унӑн парнине кӑмӑлланӑ, ҫапла Авель тӳрӗ ҫын пулнине ҫирӗплетсе панӑ; Авель хӑй вилнӗ пулсассӑн та, вӑл ҫапла ӗненнине пула халӗ те калаҫать.
Explore Еврейсене 11:4
8
Еврейсене 11:11
Ача ҫуратман Сарра та, ӗненнине пула, йывӑр ҫын пулма пултарнӑ, ватӑлса ҫитнӗскер, ача ҫуратнӑ — вӑл ӗнтӗ Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ пулнине пӗлсе тӑнӑ.
Explore Еврейсене 11:11
9
Еврейсене 11:10
Авраам ӗнтӗ Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ.
Explore Еврейсене 11:10
10
Еврейсене 11:24-27
Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ. Ӗненнипе вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑр Египетран пӑрахса кайнӑ: Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ.
Explore Еврейсене 11:24-27
11
Еврейсене 11:17
Авраам ӗненнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне вӑл, ӗненнине пула, Исаака парнене кӳме хатӗр пулнӑ
Explore Еврейсене 11:17
12
Еврейсене 11:31
Ӗненнипе аскӑн арӑм Раав пӑхса ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, кайран вӗсене урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ, вара ӗненмен ҫынсемпе пӗрле пӗтмен.
Explore Еврейсене 11:31
13
Еврейсене 11:29
Ӗненнипе вӗсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ пек каҫса кайнӑ; Египет ҫыннисем вара каҫма тытӑнсан шыва путнӑ.
Explore Еврейсене 11:29
14
Еврейсене 11:30
Израильсем, ӗненсе, Иерихон тавра ҫичӗ кунччен ҫавӑрӑнсассӑн, хӳми хӑех ишӗлсе аннӑ.
Explore Еврейсене 11:30
15
Еврейсене 11:28
Пӗтерсе ҫӳрекен ангел Израилӗн малтан ҫуралнисене ан тивтӗр тесе, ӗненнипе, Моисей Пасха ирттернӗ, юн сирпӗтсе тухнӑ.
Explore Еврейсене 11:28
16
Еврейсене 11:22
Ӗненнине пулах Иосиф хӑй вилнӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Египетран тухасси ҫинчен астутарнӑ, хӑйӗн шӑмми-шакки пирки те каласа хӑварнӑ.
Explore Еврейсене 11:22
17
Еврейсене 11:21
Иаков та ӗненнӗ, хӑй вилес умӗн Иосифӑн ывӑлӗсене пилленӗ чухне вӑл, хӑйӗн туйи ҫине таянса, Турӑ умӗнче тайӑлса илнӗ.
Explore Еврейсене 11:21
18
Еврейсене 11:20
Исаак та ӗненнӗ, Иаковпа Исава пилленӗ чухне вӑл вӗсен пуласлӑхне шанса пилленӗ.
Explore Еврейсене 11:20