YouVersion Logo
Search Icon

Еврейсене 1

1
1Аттемӗрсене мӗн авалтанах пророксем урлӑ темиҫе хут та, темиҫе тӗрлӗ те каланӑ Турӑ 2ҫак юлашки кунсенче пире Ывӑлӗ урлӑ каланӑ. Вӑл мӗн пуррине пурне те Ывӑлӗн аллине панӑ, тӗнчене те Ун урлӑ пултарнӑ. 3Ывӑлӗ Вӑл — Турӑ мухтавӗн ҫути, Вӑл пур тӗлӗшпе те Ашшӗпе пӗрех, Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе пурне те тытса тӑрса, пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене Хӑй урлӑ каҫарттарса, Вӑл тӳпери аслӑ Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. 4Вӑл ангелсенчен чаплӑрах, Вӑл илнӗ ят та ангелсен ятӗнчен мухтавлӑрах. 5Ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин Турӑ ҫапла каланӑ-и: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ-и? Е тата: «Эпӗ Унӑн Ашшӗ пулӑп, Вӑл Манӑн Ывӑлӑм пулӗ» тенӗ-и? 6Малтанах Ҫуралнине тӗнчене илсе килнӗ чухне те Вӑл: «Туррӑн ангелӗсем Ӑна пурте пуҫҫапчӑр» тенӗ. 7Ангелсем ҫинчен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эсӗ сывлӑшсене Хӑвӑн ангелусем тӑватӑн, ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑма Хӑвна ӗҫлесе тӑракансем тӑватӑн» тенӗ. 8Ывӑлӗ ҫинчен вара ҫапла каланӑ: «эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи. 9Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ» тенӗ. 10Тата каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ; 11вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ, 12вӗсене Эсӗ тумтир чӗркенӗ пек чӗркӗн те, тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук» тенӗ. 13Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин ҫапла каланӑ-и: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ-и? 14Ангелсем вӗсем пурте ҫӑлӑнас ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑма яракан сывлӑшсем мар-и вара?

Currently Selected:

Еврейсене 1: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in