Филимон патне 1
1
1Иисус Христосшӑн тӗрмере ларакан Павел тата Тимофей тӑван — хамӑрпа пӗр ӗҫ тӑвакан савнӑ Филимона, 2савнӑ йӑмӑка Апфийӑна, пирӗнпе пӗр ӗҫшӗн тӑрӑшакан Архипа тата санӑн килӗнте пуҫтарӑнакан ӗненекенсене: 3Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
4-5Эсӗ Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненнине, юратнине тата мӗнпур сӑваплӑ ҫынна юратнине илтсе, хам кӗллӗмсенче яланах сана асӑнса Туррӑма тав тӑватӑп. 6Пире пӗрлештерсе тӑракан ӗненӳ сана пирӗн пурӑнӑҫа Христос Иисус урлӑ кӗнӗ ырӑлӑха тарӑнрах ӑнланса илме пулӑштӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп. 7Эсӗ юратса тӑни пире питӗ пысӑк савӑнӑҫ кӳрет, лӑплантарать: эсӗ, тӑванӑм, сӑваплӑ ҫынсенӗн чӗрисене пусартӑн.
8Эпӗ, Христос апостолӗ, санӑн тивӗҫӳ ҫинчен хӑюллӑнах калама пултаратӑп та, 9анчах та, сана юратса, эпӗ, ватӑлса ҫитнӗ Павел, халӗ Иисус Христосшӑн тӗрмере лараканскер, тархаслатӑп, 10сана хамӑн Онисим ывӑлӑмшӑн тархаслатӑп: вӑл эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне манӑн ывӑлӑм пулса тӑчӗ. 11Вӑл унччен сана юрӑхлӑ ҫын марччӗ, халӗ вара сана та, мана та юрӑхлӑ; эпӗ ӑна каялла сан патна яратӑп; 12эсӗ ӑна ман чӗрем вырӑнне хурса йышӑн. 13Эпӗ ӑна хам патӑмрах хӑварасшӑн пултӑм, вӑл мана — Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн тӗрмере лараканскере — сан вырӑнна пулӑшса тӑтӑр тесеттӗм, 14анчах санран ыйтса пӗлмесӗр нимӗн те тӑвасшӑн пулмарӑм: ырӑ ӗҫе санӑн ирӗксӗр мар, ирӗклӗ тумалла пултӑр терӗм. 15Вӑл санран пӗр вӑхӑта уйрӑлни, тен, эсӗ ӑна ӗмӗрлӗхе йышӑнасса пулчӗ-и? 16Вӑл ӗнтӗ чура мар, чураран мала — вӑл савнӑ тӑван; уйрӑмах вӑл маншӑн хаклӑ, саншӑн вара тата хаклӑрах: вӑл этем пулнипе те, Ҫӳлхуҫана ӗненнипе те ҫывӑх тӑван. 17Ҫапла ӗнтӗ эсӗ манпа пӗр шухӑшлӑ тӑратӑн пулсассӑн, ӑна мана йышӑннӑ пек йышӑн. 18Вӑл сана мӗнпе те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн е унӑн санӑн умӑнта парӑм пулсассӑн, эсӗ ӑна манӑн парӑм шутне хур. 19Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа: «эпӗ тӳлетӗп» тесе ҫыртӑм; эсӗ ху та ман умӑмра парӑмлӑ, эсӗ — пӗтӗмпех манӑн, эпӗ сана ун ҫинчен каламастӑп ӗнтӗ. 20Эй тӑванӑм, халӗ Ҫӳлхуҫашӑн мана хӑвӑнтан усӑ курма пар; Ҫӳлхуҫашӑн манӑн чӗреме лӑплантар. 21Эпӗ сан патна эсӗ итлессине шанса, эпӗ каланинчен те ытларах тӑвассине пӗлсе ҫыртӑм. 22Тата ман валли пӳлӗм те хатӗрлесе хур; эсир кӗлтунипе эпӗ хама сирӗн патӑра ярӗҫ тесе шанса тӑратӑп.
23Христос Иисусшӑн манпа пӗрле тӗрмере ларакан Епафрас сана салам ярать; 24манпа пӗрле ӗҫлекенсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука та салам яраҫҫӗ.
25Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.
Currently Selected:
Филимон патне 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.