1
Еврейсене 1:3
БИБЛИ
CHB
Ывӑлӗ Вӑл — Турӑ мухтавӗн ҫути, Вӑл пур тӗлӗшпе те Ашшӗпе пӗрех, Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе пурне те тытса тӑрса, пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене Хӑй урлӑ каҫарттарса, Вӑл тӳпери аслӑ Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Compare
Explore Еврейсене 1:3
2
Еврейсене 1:1-2
Аттемӗрсене мӗн авалтанах пророксем урлӑ темиҫе хут та, темиҫе тӗрлӗ те каланӑ Турӑ ҫак юлашки кунсенче пире Ывӑлӗ урлӑ каланӑ. Вӑл мӗн пуррине пурне те Ывӑлӗн аллине панӑ, тӗнчене те Ун урлӑ пултарнӑ.
Explore Еврейсене 1:1-2
3
Еврейсене 1:14
Ангелсем вӗсем пурте ҫӑлӑнас ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑма яракан сывлӑшсем мар-и вара?
Explore Еврейсене 1:14
4
Еврейсене 1:10-11
Тата каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ; вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ
Explore Еврейсене 1:10-11