Тухни 27
27
1Ситтим йывӑҫӗнчен парне вырӑнӗ ту: тӑршшӗ пилӗк чике, сарлакӑшӗ те пилӗк чике пултӑр, вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ, виҫӗ чике ҫӳллӗш пултӑр. 2Унӑн тӑватӑ кӗтессине мӑйракасем ту, мӑйракисем унран тухса тӑччӑр; ӑна пӑхӑр сӑр. 3Унта тыткалама кӗл ямалли чӳлмексем, калаксем, чашӑксем, юплешкесем, кӑмрӑк ӑскӑчӗсем ту; ҫак хатӗр-хӗтӗре пурне те пӑхӑртан ту. 4Тата пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке ту, ҫав ала евӗрлӗскерӗн тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ пӑхӑр ункӑ ту; 5ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе хурса ҫавӑр, вӑл аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитмелле пултӑр. 6Парне вырӑнӗ валли каштасем ту, каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене пӑхӑр сӑр; 7каштисене ункӑсенчен витӗрсе хур, парне вырӑнне ҫӗклесе кайнӑ чухне каштисем унӑн икӗ айккинче пулччӑр. 8Ӑна, шалта хӑвӑл хӑварса, хӑмаран ту: сана ту ҫинче епле кӑтартнӑ, [ӑна] ҫавӑн пек туччӑр.
9Кӗлӗ чатӑрӗ валли картиш ту: картишӗн кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла, пӗр енчи тӑршшӗ ҫӗр чике пулмалла; 10вӗсем валли ҫирӗм юпа, юписене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем кӗмӗл пулччӑр. 11Ҫавӑн пекех ҫурҫӗр енче те — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑ; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем [тата вӗсен тӗпӗсем] кӗмӗл пулччӑр. 12Картиш урлӑшӗ валли, хӗвеланӑҫ енне — аллӑ чике тӑршшӗ карӑ; вӗсем валли вунӑ юпа, юписене лартма вунӑ тӗп. 13Картишӗн мал енчи урлӑшӗ валли те, хӗвелтухӑҫ енне — аллӑ чике тӑршшӗ [карӑ]; [вӗсем валли вунӑ юпа, юписене лартма вунӑ тӗп]. 14Пӗр енчи карӑсен [ҫӳллӗшӗ] вунпилӗк чике пултӑр, вӗсем валли виҫӗ юпа, юписене лартма виҫӗ тӗп; 15тепӗр енчи карӑсен [ҫӳллӗшӗ те] вунпилӗк [чике] пултӑр, вӗсем валли виҫӗ юпа, юписене лартма виҫӗ тӗп. 16Картишне кӗмелли ҫӗре ҫакмалли чаршавӑн [ҫӳллӗшӗ] ҫирӗм чике пултӑр, ӑна сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе тумалла; ун валли тӑватӑ юпа, юписене лартма тӑватӑ тӗп кирлӗ. 17Картиш тавра лартнӑ юпасене пурне те кӗмӗл хытаркӑчпа сыпӑнтармалла; вӗсен ҫекӗлӗсене — кӗмӗлрен, тӗпӗсене пӑхӑртан тумалла. 18Картиш тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ пур ҫӗрте те аллӑ чике, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ карррисен ҫӳллӗшӗ пилӗк чике; юписен тӗпӗсем пӑхӑр пулччӑр. 19Кӗлӗ чатӑрӗнче тӗрлӗ ӗҫре тыткалакан пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те, унӑн пӗтӗм шалчине те, картишӗн пӗтӗм шалчине те пӑхӑртан тумалла.
20Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: ҫутӑ ҫутмашкӑн вӗсем сана ҫу йывӑҫӗн ҫырлинчен ҫапса юхтарнӑ таса ҫу кӳрсе тӑччӑр, ҫутаткӑҫ пур вӑхӑтра та ҫунса тӑтӑр; 21ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем каҫран пуҫласа ирччен Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫунтарса тӑрӗҫ. Ҫакӑ Израиль ывӑлӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пултӑр, тенӗ.
Currently Selected:
Тухни 27: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.