Тухни 26
26
1Кӗлӗ чатӑрне вунӑ вителӗкрен ту, вӗсене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тата сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран ту; ӑстайлӑ ӗҫлесе вӗсем ҫине херувимсен сӑнне ӳкер; 2кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике — пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ. 3Пилӗк вителӗкне пӗр-пӗринпе сыпӑнтар, ытти пилӗк вителӗкне те пӗр-пӗринпе сыпӑнтар. 4Пӗрремӗш вителӗк хӗррине, икӗ тӑрӑхне сыпӑнтарса тӑракан вӗҫне, сенкер йӑлӑ туса тух; икӗ тӑрӑхне сыпӑнтаракан юлашки вителӗк хӗррине те ҫавӑн пекех ту; 5пӗр вителӗк ҫумне аллӑ йӑлӑ ту, тепӗринпе сыпӑнса тӑракан вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ ту; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пултӑр; 6тата аллӑ ылтӑн каптӑрма ту та пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хур, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑрӗ.
7Кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗксене качака ҫӑмӗнчен ту; ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк ту; 8пӗр вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, сарлакӑшӗ тӑватӑ чике; ку — пӗр вителӗк: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пултӑр. 9Пилӗк вителӗкне — хӑйне уйрӑм, ултӑ вителӗкне хӑйне уйрӑм сыпӑнтар; улттӑмӗш вителӗкне, ҫурмаран хутлатса, кӗлӗ чатӑрӗн мал енне витсе тӑмалла ту. 10Хӗрринчи вителӗк хӗррине ӑна тепӗринпе сыпӑнтарма аллӑ йӑлӑ ту, ҫакӑнпа сыпӑнтарма тепӗр вителӗк хӗррине аллӑ йӑлӑ [ту].
11Аллӑ пӑхӑр каптӑрма ту, каптӑрмисене йӑллисенчен ҫаклат, ҫапла ҫивиттине сыпӑнтар, вӑл пӗр пӗтӗм пултӑр. 12Кӗлӗ чатӑрне витнӗ хыҫҫӑн юлнӑ ытлашши вӗҫне — ытлашши вителӗкӗн ҫуррине — кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енне усӑнтарса ярӑр; 13кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗк тӑршшӗнчен ытлашши юлни, — пӗр енчен пӗр чике чухлӗ, тепӗр енчен тепӗр чике чухлӗ, — кӗлӗ чатӑрне витсе тӑмашкӑн пӗр енчен те, тепӗр енчен те усӑнса тӑтӑр. 14Ҫиелтен витмелли виттине хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсенчен ту, чи ҫиелти виткӗчне кӑвак тирсенчен ту.
15Кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен пӑрӑссем ту, вӗсем тӑратмалли юпасем пулччӑр: 16тӑршшӗне вунӑ чике [ту], кашни пӑрӑсӗн сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 17кашни пӑрӑсӗн [вӗҫӗнче] икӗ чӗмек, вӗсем пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗтӗм пӑрӑсне ҫапла ту. 18Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс, 19ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту; 20кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту, 21вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп; 22кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту, 23кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту; 24вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр; 25ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ.
26Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту: пилӗк [кашта] кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли, 27пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли тата пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗ хыҫӗнчи, хыҫал енӗн хӗвеланӑҫ енчи пӑрӑсӗсем валли; 28витӗр ямалли кашти вара пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити витӗр тухӗ; 29пӑрӑсӗсене ылтӑн сӑр, каштасем чикмелли ункӑсене ылтӑнран ту, каштисене те ылтӑн сӑр. 30Кӗлӗ чатӑрне хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ларт.
31Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав ту; ун ҫинче ӑстайлӑн тӗртсе тунӑ херувим сӑнӗсем пулччӑр; 32чаршава ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, ылтӑн сӑрнӑ, ылтӑн ҫекӗллӗ, тӑватӑ кӗмӗл тӗп ҫине лартнӑ тӑватӑ юпаран ҫак; 33чаршава ҫекӗлсенчен ҫакса яр; унтан чаршав хыҫне саккун арчи кӗртсе ларт; чаршав сӑваплӑ пӳлӗмпе Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме уйӑрса тӑрӗ. 34Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри саккун арчи ҫине, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арча ҫине, хупӑлчине хур. 35Чаршав тулашне сӗтел ларт, сӗтеле хирӗҫ кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне ҫутаткӑҫ ларт; сӗтелне [кӗлӗ чатӑрӗн] ҫурҫӗр енне ларт.
36Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе чаршав ту; 37чаршав валли пилӗк ситтим юпа ту, вӗсене ылтӑн сӑр; вӗсем валли ылтӑн ҫекӗлсем ту; вӗсем валли пӑхӑртан пилӗк тӗп шӑратса ту.
Currently Selected:
Тухни 26: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.