Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: ҫутӑ ҫутмашкӑн вӗсем сана ҫу йывӑҫӗн ҫырлинчен ҫапса юхтарнӑ таса ҫу кӳрсе тӑччӑр, ҫутаткӑҫ пур вӑхӑтра та ҫунса тӑтӑр; ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем каҫран пуҫласа ирччен Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫунтарса тӑрӗҫ. Ҫакӑ Израиль ывӑлӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пултӑр, тенӗ.