Тухни 28
28
1Хӑвӑн пиччӳне Аарона, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑв патна ил, вӑл Манӑн священник пултӑр; Аарона, Аарон ывӑлӗсене Надава, Авиуда, Елеазара тата Ифамара ил. 2Аарон валли, хӑвӑн пиччӳ валли, мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн священник тумтирӗ ту. 3Ӑстайлисене, Эпӗ ӑслӑлӑхлӑ [тата хайлаллӑ] тунисене, пурне те кала: вӗсем Аарон валли ӑна Манӑн священникӑм пулма халалланӑ чухне тӑхӑнтартма [священник] тумтирӗ туччӑр. 4Вӗсем тумалли тумтирсем акӑ ҫаксем: кӑкӑрлӑх, ефод#28:4 Кӗске тумтир., ҫиелти риза, тӑваткал куҫлӑ хитон#28:4 Аялтан тӑхӑнмалли вӑрӑм тумтир., кидар#28:4 Пуҫа тӑхӑнмалли. тата пиҫиххи. Аарон пиччӳ валли, унӑн ывӑлӗсем валли сӑваплӑ тумтирсем туччӑр, вӑл Манӑн священникӑм пултӑр.
5Вӗсем ылтӑн илччӗр, сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон илччӗр, 6ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑ ӗҫлесе ефод туччӑр. 7Унӑн икӗ вӗҫне ҫыхӑнтарма икӗ хулпуҫҫи ҫинче те тӑха пултӑр. 8Ефод ҫийӗнчен ҫыхакан пиҫиххие те ҫавӑн пекех [таса] ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла. 9Икӗ оникс чулӗ ил те вӗсем ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыр: 10вӗсем ҫуралса пынӑ йӗркепе пӗр чулӗ ҫине вӗсен ултӑ ятне, тепӗр чулӗ ҫине ыттисен ултӑ ятне касса ҫыр; 11чул пичет касса тӑвакан ҫынна икӗ чул ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыртар; вӗсене ылтӑн харшана ларт, 12ҫакӑ икӗ чула ефод тӑхисем ҫине ҫыпӑҫтарса ларт: ку чулсем Израиль ывӑлӗсене асӑнмалӑх; вӗсене асра тытса тӑмашкӑн Аарон вӗсен ячӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче йӑтса ҫӳрӗ. 13Харшийӗсене [таса] ылтӑнран ту; 14таса ылтӑнранах икӗ вӑчӑра [ту], вӗсене явса-ҫыхса ту, ҫав явса тунӑ вӑчӑрасене [мал енчен хулпуҫҫи ҫинчи] харшасем ҫумне ҫирӗплетсе хур.
15Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту; 16вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр; 17ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки; 18иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз; 19виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист; 20тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла. 21Израиль ывӑлӗсен [вуникӗ ячӗ] шучӗпе, вӗсен ячӗсене [тата вӗсем хӑҫан ҫуралнине] кура ҫав чулсем [унӑн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче] вуниккӗ пулмалла; пичет ҫине ҫырнӑ пек, кашнийӗ ҫине вуникӗ йӑхран пӗрер ят касса ҫырмалла. 22Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса-ҫыхса вӑчӑрасем ту; 23кӑкӑрлӑх валли тата ылтӑнран икӗ ункӑ ту, икӗ [ылтӑн] ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса ларт; 24ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ икӗ вӑчӑрана кӑкӑрлӑхӑн [икӗ] вӗҫӗнчи икӗ ункине тир, 25икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтар та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енӗнчен ҫыхӑнтар; 26тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та кӑкӑрлӑхӑн аялти икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтар; 27ҫавӑн пекех тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та вӗсене ефодӑн икӗ енне, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех ҫирӗплетсе хур; 28кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, кӑкӑрлӑха ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтармалла. 29Вара Аарон сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне Ҫӳлхуҫа умӗнче ялан асра тытмашкӑн Израиль ывӑлӗсен ячӗсене сут кӑкӑрлӑхӗ ҫинче хӑйӗн чӗри ҫумӗнче илсе ҫӳрӗ. [Сут кӑкӑрлӑхне явса тунӑ вӑчӑрасемпе ҫыхӑнтар, кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне те ҫапла ҫыхӑнтар, харшаланӑ икӗ чула икӗ хулпуҫҫи ҫинчи икӗ тӑхапа мал енчен ҫыпӑҫтар.] 30Сут кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хур, Аарон [сӑваплӑ пӳлӗме] Ҫӳлхуҫа умне кӗнӗ чухне вӗсем унӑн чӗри ҫумӗнче пулӗҫ; Аарон вара Израиль ывӑлӗсен сутне яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн чӗри ҫумӗнче илсе ҫӳрӗ.
31Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту; 32унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн; 33унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем: 34риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр; 35ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
36Лайӑх якатса таса ылтӑнран пӗчӗкҫӗ ҫутанкка ту, пичет ҫине касса ҫырнӑ пек, ун ҫине «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» тесе касса ҫыр, 37ӑна сенкер кантрапа кидар ҫумне ҫыхса хур, вӑл кидарӑн мал енче пултӑр; 38вӑл Ааронӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ, вара Аарон Израиль ывӑлӗсем кӳрекен парнесен, вӗсем кӳрекен мӗнпур парнесен ҫитменлӗхӗсене хӑй ҫинче илсе ҫӳрӗ; Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫав ҫутанкка яланах унӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ.
39Тата виссонран хитон ту, виссонранах кидар ту тата эрешлӗ пиҫиххи ту.
40Аарон ывӑлӗсем валли те — мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн — хитонсем ту, пиҫиххисем ту, вӗсем валли пуҫ ҫыххийӗсем ту; 41ҫавна Аарон пиччӳне тата унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те тӑхӑнтарт, вӗсене ҫу сӗр, вӗсен аллисене тултар#28:41 Ааронпа унӑн ывӑлӗсене священник пулма ҫапла туса ҫитер тенине пӗлтерет., вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӗсем Манӑн священникӑмсем пулӗҫ. 42Вӗсем валли йӗтӗнрен аялти кӗпе ту, вӑл вӗсен ӳчӗн ҫарамасне пилӗкрен пуҫласа чӗркуҫҫийӗ таран витсе тӑтӑр, 43пуху чатӑрне кӗнӗ чухне е сӑваплӑ вырӑнта кӗлӗ тумашкӑн парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне [хӑйсем ҫине] ҫылӑх илсе вилес мар тесессӗн, Аарон ҫинче тата унӑн ывӑлӗсем ҫинче ҫак тумсем пулччӑр. Ҫакӑ уншӑн хӑйшӗн те, ун хыҫҫӑн пулас ӑрӑвӗсемшӗн те ӗмӗрлӗх йӗрке [пултӑр], тенӗ.
Currently Selected:
Тухни 28: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.