YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5

5
1Ҫӗр ҫинчи пӳртӗмӗр — ҫак хӳшӗ — ишӗлсессӗн, пирӗн валли тӳпере Турӑ туса панӑ ҫурт — алӑпа туман ӗмӗрлӗх ҫурт — пуррине эпир пӗлсе тӑратпӑр. 2Ҫавӑнпа эпир тӳпери ҫуртӑмӑра кӗресшӗн тӗмсӗлетпӗр те; 3анчах тумлӑ пулсах пирӗн ҫарамас пулса тӑрас марччӗ. 4Эпир ҫак хӳшӗре пурӑнса йывӑрлӑх тӳссе йынӑшатпӑр, киввине хывсах пӑрахасшӑн мар эпир, ӑна улӑштарасшӑн ҫеҫ, вилӗмли вырӑнне чӗрӗ тӑраканни пулинччӗ тетпӗр. 5Турӑ пире ҫавӑншӑн пултарнӑ та, ҫавна шантарса пире Сывлӑш тивлетне панӑ та. 6Ҫавӑнпа эпир яланах лӑпкӑ, эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: ӳтпе пурӑннӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫаран аякра тӑратпӑр 7(эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр), 8ҫавӑнпа эпир лӑпкӑ, ҫавӑнпа эпир ҫак ӳтрен уйрӑлса Ҫӳлхуҫа патне вырӑнаҫмашкӑн ӗмӗтленетпӗр. 9Ҫавӑнпа ӗнтӗ — эпир хамӑр килте пурӑнатпӑр-и, ют ҫӗрте-и — Ӑна юрӑхлӑ пулма тӑрӑшатпӑр. 10Пирӗн пурсӑмӑрӑн та Христос сучӗ умне тӑмалла: ӳтпе пурӑннӑ чухне хамӑр мӗн тунӑ, — ырӑ тунӑ-и, усал тунӑ-и, — пурсӑмӑрӑн та ҫавна кура тивӗҫлине илмелле.
11Ҫавӑнпа эпир ҫынсене Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать; эсир те пире пӗлетӗр пулӗ тесе шанса тӑратӑп. 12Эпир ҫакна хамӑра сирӗн умӑрта асла хурасшӑн каламастпӑр, чун-чӗрерипе мар, тулашӗнчипе мухтанакансене сирӗн хирӗҫ каламалли пултӑр тесе сире хамӑрпа мухтанма май паратпӑр. 13Эпир ӑссӑр пек курӑнатпӑр пулсассӑн — Турӑшӑн ҫапла тунӑ; ӑслӑ-тӑнлӑ пулсассӑн — сирӗншӗн тунӑ. 14Пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, апла пурте вилнӗ тесе шухӑшлатпӑр пулсассӑн, эпир Христос пек юратакан пулса пыратпӑр. 15Пурӑнакансем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе Чӗрӗлсе Тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ. 16Ҫавӑнпа халӗ эпир никама та этем виҫипе виҫместпӗр, ӗлӗк Христоса та этем виҫипе виҫнӗ пулсассӑн, халӗ эпир Ун ҫинчен апла шухӑшламастпӑр. 17Ҫапла ӗнтӗ, кам Христоспа пӗрлешнӗ — ҫавӑ ҫӗнӗрен пулнӑ ҫын; авалхи иртсе кайнӑ, халӗ пурте ҫӗнӗ. 18Ҫакӑ пӗтӗмпех — Турӑран; Вӑл пире Иисус Христос урлӑ Хӑйпе килӗштерчӗ тата пире ыттисене те Хӑйпе килӗштермешкӗн ӗҫлеме хушрӗ: 19этемсенӗн ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫласа, Турӑ Христос урлӑ тӗнчене Хӑйпе килӗштернӗ, Хӑйӗнпе мӗнле килӗштермелли ҫинчен вӗрентме пире хушнӑ. 20Ҫапла ӗнтӗ эпир — Христос ячӗпе янӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлениех пулать; сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа килӗшӗр. 21Ҫылӑха кӗменни урлӑ Хӑй умӗнче пире тӳрре кӑларасшӑн Турӑ Ӑна пирӗн ҫылӑхсемшӗн парне тунӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in