1
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:17
БИБЛИ
CHB
Ҫапла ӗнтӗ, кам Христоспа пӗрлешнӗ — ҫавӑ ҫӗнӗрен пулнӑ ҫын; авалхи иртсе кайнӑ, халӗ пурте ҫӗнӗ.
Compare
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:17
2
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:21
Ҫылӑха кӗменни урлӑ Хӑй умӗнче пире тӳрре кӑларасшӑн Турӑ Ӑна пирӗн ҫылӑхсемшӗн парне тунӑ.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:21
3
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:7
(эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр)
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:7
4
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:18-19
Ҫакӑ пӗтӗмпех — Турӑран; Вӑл пире Иисус Христос урлӑ Хӑйпе килӗштерчӗ тата пире ыттисене те Хӑйпе килӗштермешкӗн ӗҫлеме хушрӗ: этемсенӗн ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫласа, Турӑ Христос урлӑ тӗнчене Хӑйпе килӗштернӗ, Хӑйӗнпе мӗнле килӗштермелли ҫинчен вӗрентме пире хушнӑ.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:18-19
5
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:20
Ҫапла ӗнтӗ эпир — Христос ячӗпе янӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлениех пулать; сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа килӗшӗр.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:20
6
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:15-16
Пурӑнакансем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе Чӗрӗлсе Тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ. Ҫавӑнпа халӗ эпир никама та этем виҫипе виҫместпӗр, ӗлӗк Христоса та этем виҫипе виҫнӗ пулсассӑн, халӗ эпир Ун ҫинчен апла шухӑшламастпӑр.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:15-16
7
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:14
Пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, апла пурте вилнӗ тесе шухӑшлатпӑр пулсассӑн, эпир Христос пек юратакан пулса пыратпӑр.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 5:14