Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4
4
1Турӑ ырӑлӑхӗпе эпир ҫак ӗҫе туса тӑмалла пултӑмӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫа усмастпӑр; 2намӑсла вӑрттӑн ӗҫсене хутшӑнмастпӑр, чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр, пур ҫынна та Турӑ умӗнче чӑннине анчах каласа паратпӑр. 3Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ӑнланмалла мар пулсассӑн та, вӑл пӗтекеннисемшӗн, 4ӗненменнисемшӗн ҫеҫ ӑнланмалла мар — Христос мухтавӗ ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпар ҫутине ан курччӑр тесе, вӗсенӗн ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ; Христос вара — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ. 5Эпир хамӑр ҫинчен мар, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен каласа вӗрентетпӗр; эпир Иисусшӑн сирӗн чурӑрсем пулатпӑр: 6ҫутта сӗмлӗхрен ҫутӑлса тухма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне Иисус Христос пичӗ ҫинче кӑтартмашкӑн пирӗн чӗремӗрсене ҫутатрӗ.
7Ҫакӑ ырӑлӑха эпир тӑм савӑтрах илсе ҫӳретпӗр, ҫав ытла та пысӑк хӑват хамӑрӑн марри, вӑл Туррӑн пулни ҫавӑнтанах паллӑ. 8Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр; 9пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр; 10Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн ӳтӗмӗрте палӑртӑр тесе, эпир Унӑн вилӗмне яланах хамӑр ӳтӗмӗрте илсе ҫӳретпӗр. 11Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн вилӗмлӗ ӳтӗмӗрте пултӑрччӗ тесе, хамӑр чӗрӗ чухне эпир яланах Иисусшӑн вилетпӗр. 12Апла пулсан, пирӗнпе пӗрле — вилӗм, сирӗнпе пӗрле — пурӑнӑҫ. 13Ҫырура: «эпӗ ӗненеттӗм, ҫавӑнпа каларӑм» тенӗ пек, эпир те ҫавӑн пекех ӗненетпӗр, ӗненнӗрен калатпӑр та: 14Иисус Ҫӳлхуҫамӑра Чӗртсе Тӑратаканӗ пире те Иисус урлӑ чӗртсе сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратассине эпир пӗлсе тӑратпӑр. 15Нумайӑшӗ Ырӑ Хыпарӑн пысӑк ырӑлӑхне курса Турра тав тӑвакан, Турра мухтакан пулччӑр тесе, эпир пурне те сирӗншӗн тӳсетпӗр. 16Ҫавӑнпа эпир хуйхӑрмастпӑр; пирӗн ӳт пӗтсе пырать пулсассӑн та, чун куллен-кун ҫӗнелсе пырать. 17Пӗр вӑхӑта кӑштах асапланни пирӗн валли ӗмӗрлӗх мухтав хатӗрлет, ҫак тулли мухтавпа танлаштарсассӑн, ҫав асап — нимӗн те мар. 18Эпир курӑнаканни патне мар, курӑнманни патне ҫитме тӑрӑшатпӑр: курӑнаканни вӑл — пӗр вӑхӑта, курӑнманни — ӗмӗрлӗхе.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.