Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 6
6
1Эпир, Турӑшӑн тӑрӑшакансем, сире йӑлӑнатпӑр: Турӑ тивлетне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр. 2Ҫырура каланӑ: «Эпӗ майлӑ вӑхӑтра илтрӗм сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм сана» тенӗ. Акӑ халӗ майлӑ вӑхӑт, акӑ халӗ ҫӑлӑнас кун. 3Ӗҫӗмӗре хурламалла ан пултӑр тесе, эпир никама та нихӑҫан та такӑнмалла тумастпӑр. 4Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
11Эй Коринф ҫыннисем, эпир сирӗнпе уҫҫӑн калаҫатпӑр, сирӗншӗн чӗремӗр те яриех уҫӑ тӑрать. 12Пирӗн чӗресем сирӗн валли хупӑ мар, сирӗн чӗрӗрсем пирӗн валли хупӑ. 13Ачамсене каланӑ пек калатӑп: пирӗн пекех пулӑр, чӗрӗре уҫӑр.
14Ӗненменнисемпе пӗрле ют сӳсмен ан тӑхӑнӑр: тӳрӗлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпа сӗмлӗхӗн пӗрлехи мӗн пур? 15Христоспа Велиар хушшинче ӑҫтан килӗштерӳ пултӑр? Е ӗненекенпе ӗненменскер епле пӗрле пулайччӑр? 16Турӑ Ҫурчӗпе йӗрӗхсем епле пӗрле пулайччӑр? Эсир — Чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ, Турӑ ҫапла каланӑ: «вӗсен хушшине вырӑнаҫӑп, вӗсен хушшинче ҫӳрӗп; вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ» тенӗ. 17«Ҫавӑнпа вӗсен хушшинчен тухӑр, тет Ҫӳлхуҫа, уйрӑлӑр вӗсенчен. Таса маррине ан сӗртӗнӗр, Эпӗ вара йышӑнӑп сире». 18«Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа» тенӗ.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 6: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.