YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 3

3
1Пирӗн сирӗнпеле ҫӗнӗрен паллашас-и-мӗн? Хӑшӗ-пӗрисем ыйтнӑ пек, сирӗн пата пире ырлакан ҫыру, пирӗн пата сире ырлакан ҫыру кирлӗ-им пирӗншӗн? 2Пирӗншӗн ҫавӑн пек ҫыру — эсир хӑвӑр, ӑна пирӗн чӗре ӑшнех ҫырнӑ; ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, пурте вулаҫҫӗ. 3Паллӑ ӗнтӗ, эсир — Христос ҫырӑвӗ, хамӑр ӗҫлесе тӑнипе эпир ӑна хурапа ҫырман, Чӗрӗ Турӑ Сывлӑшӗпе ҫырнӑ, ӑна чул хӑмасем ҫине ҫырман, чӗре ӑшне ҫырса хунӑ. 4Ҫапла Турӑ умӗнче хамӑр ӗҫсем пирки иккӗленменни вӑл Христосран килет, 5эпир хамӑр тӗллӗн нимӗн тума та пултараймастпӑр, пирӗн пултарулӑх Турӑран килет. 6Вӑл пире Ҫӗнӗ Халалшӑн ӗҫлекенсем пулма пултарулӑх панӑ, саккун саспаллийӗшӗн мар, Сывлӑшшӑн ӗҫлеме панӑ: саспалли вилӗм кӳрет, Сывлӑш чӗрӗ тӑвать. 7Чулсем ҫине ҫырнӑ вилӗм кӳрекен саспаллисемшӗн ӗҫлениех ҫав тери мухтавлӑ пулнӑ пулсассӑн, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем мухтав ҫутипе — иртсе каяс мухтавпа — ялтӑртатса тӑракан Моисей сӑнӗ ҫине пӑхма та пултарайман пулсассӑн, 8Сывлӑшшӑн ӗҫлени вара тата ытларах мухтавлӑ пулмалла мар-и? 9Айӑпа хӑвараканнишӗн ӗҫлени мухтавлӑ пулсассӑн, тӳрре кӑлараканнишӗн ӗҫлени еплерех мухтавлӑ пулмалла! 10Ку ытла та мухтавлӑран лешӗ, пӗр вӑхӑта анчах мухтавлӑ пулнӑскер, мухтавлӑ пек те туйӑнмасть. 11Пӗр вӑхӑта пыраканни мухтавлӑ пулсассӑн, ӗмӗре пыраканни тата ытларах мухтавлӑ. 12-13Ҫавӑн пек шанӑҫ пуррипе эпир Моисей пек мар, хӑюллӑн та уҫҫӑн ӗҫлетпӗр: вӑл, Израиль ывӑлӗсем мухтавлӑх иртсе кайнине ан курччӑр тесе, питне пӗркенчӗкпе витсе ҫӳренӗ. 14Анчах вӗсенӗн ӑсӗ пӗлми-курми пулнӑ: Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсемшӗн ҫав пӗркенчӗк мӗн халичченех сирӗлмесӗр тӑрать — вӑл Христос урлӑ ҫеҫ сирӗлет. 15Моисей кӗнекине вуланӑ чухне вӗсенӗн чӗри ҫинче мӗн халичченех пӗркенчӗк выртать; 16Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнсассӑн, ҫав пӗркенчӗк сирӗлет. 17Ҫӳлхуҫа вӑл Сывлӑш; ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх. 18Эпир пурсӑмӑр та, Ҫӳлхуҫа мухтавне уҫӑ питпе тӗкӗр ҫинчи пек курса тӑрса, хамӑр та улшӑнатпӑр, Унӑн сӑнарӗ евӗр пулса пыратпӑр. Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пире мухтавлӑран мухтавлӑ тӑвасшӑн.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in