1
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:18
БИБЛИ
CHB
Эпир курӑнаканни патне мар, курӑнманни патне ҫитме тӑрӑшатпӑр: курӑнаканни вӑл — пӗр вӑхӑта, курӑнманни — ӗмӗрлӗхе.
Compare
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:18
2
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:16-17
Ҫавӑнпа эпир хуйхӑрмастпӑр; пирӗн ӳт пӗтсе пырать пулсассӑн та, чун куллен-кун ҫӗнелсе пырать. Пӗр вӑхӑта кӑштах асапланни пирӗн валли ӗмӗрлӗх мухтав хатӗрлет, ҫак тулли мухтавпа танлаштарсассӑн, ҫав асап — нимӗн те мар.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:16-17
3
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:8-9
Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:8-9
4
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:7
Ҫакӑ ырӑлӑха эпир тӑм савӑтрах илсе ҫӳретпӗр, ҫав ытла та пысӑк хӑват хамӑрӑн марри, вӑл Туррӑн пулни ҫавӑнтанах паллӑ.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:7
5
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:4
ӗненменнисемшӗн ҫеҫ ӑнланмалла мар — Христос мухтавӗ ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпар ҫутине ан курччӑр тесе, вӗсенӗн ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ; Христос вара — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:4
6
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:6
ҫутта сӗмлӗхрен ҫутӑлса тухма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне Иисус Христос пичӗ ҫинче кӑтартмашкӑн пирӗн чӗремӗрсене ҫутатрӗ.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 4:6